«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи чӑваш литератури» видеоконференци
2020 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультетӗнче совет халӑхӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ "Тăван çӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи вăхăтĕнчи чӑваш литератури" ятпа регион шайĕнчи наукӑпа практика видеоконференцийӗ иртрĕ.
Видеоконференцие Чӑваш Республикин ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн представителӗсем (И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ученӑйӗсем, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн, Шупашкарти К. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн ăслăлăх ĕçченĕсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, студентсем, шкулти тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенчи педагогсем) хутшӑнчӗҫ. Видеоконференци ӗҫне Пушкӑртстанри, Тутарстанри тата Ульяновск облаҫӗнчи ӑсчахсемпе педагогсем те хутшăнчĕç. Ҫавра сӗтелсемпе секцисен ларӑвӗсенче вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă çинчен çырнă чӑваш илемлĕ литература хайлавĕсене вӗренмелли тата вӗрентмелли ыйтусене сӳтсе яврĕç, иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин фрончӗсенчи совет салтакӗсен паттӑрлӑхӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче совет ҫыннисен тылри çитĕнĕвĕсемпе хастарлăхĕ, илемлĕ хайлавсен сăнарлăхпа илем тĕнчине тишкерчĕç. Çавăн пекех Аслă вăрçă саманчĕсене асра тытмалли тата вĕсен паттăрлӑхне упрамалли мелсемпе меслетсем пирки калаçрĕç.
Конференцие хутшӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирӗн халӑх историйӗнче хӑрушӑ йӗр хӑварнине палӑртнӑ. Çавăн пекех, тискер вăрçă саманчĕсем çынна, этемлĕхе тĕрĕслекен, вĕсен хастарлăхĕпе çынлăх туйăмĕсене чи çÿллĕ шая çĕклеме май паракан вăхăт пулнине асăннă. Пирӗн халӑх вӑрҫӑн йывӑр суранӗсене йывăрпа пулин те кар тăрса сипленӗ, ишӗлчӗкпе кӗл вырӑнне ҫӗнӗ хуласемпе ялсем ӳссе ларнӑ, окопсемпе траншейӑсем симĕс курăкпа витĕннĕ пулин те çĕнтерÿçĕ салтакăн паттӑрлӑхӗ – тăван халăх асӗнче пурӑнать. Ҫак паттӑрлӑха пур енлĕн, тӗпӗ-йӗрӗпех куҫ умне кӑларса тӑратма, вӑрҫӑн паттӑрлӑхпа трагедиллӗ страницисене ҫӗнетме чӑваш литератури те пулӑшать. Вӑхӑт иртнĕçемĕн Аслă вăрçăн хаярлăхĕ, тӗрӗслĕхĕ, хӗрхенӳсӗрлĕхĕ литература хайлавĕсенче уççăнрах курăнса каять. Илемлĕ хайлавсенче иртнӗ вӑрҫӑн юнӗ, ыратӑвӗ, выҫлӑхӗ тата хаярлӑхӗ ӳкерĕннĕ.
Видеоконференцие 40 ытла ăслăлăхпа вĕрентÿ ĕçченĕ хутшӑннӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх статьясен пуххине пичетлесе кăларма палӑртнӑ.