Комментари хушас

17 Раштав, 2013

Илем тĕнчине ытамлакан

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен В.Табаковăн ĕç стажĕ виçĕ теçетке çултан та иртнĕ. Ачасене ăс парса сапăрлă та мал курăмлă ÿстерес тĕлĕшпе тунă çитĕнĕвĕсем Валентина Михайловнăн питех те сулмаклă: республикăри «Çулталăк учителĕ - 2003» конкурсра мала тухнă, 2005 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ, 2008 çулта Раççейри чи лайăх учительсен конкурсĕнче çĕнтернĕ, каярахпа ăна «Вĕрентÿ ĕçне чунтан парăннăшăн» тата «Раççей вĕрентĕвĕн элити» медальсемпе чысланă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕ те уншăн çĕнĕ çитĕнÿпе асра юлчĕ - педагогика ăсталăхĕн халăхсен хушшинче ирттернĕ «Професси ăнăçăвĕн çÿл тÿпи» конкурсра Валентина Михайловна çĕнтерме пултарчĕ.

Вĕрентÿ ĕçне Валентина Табакова ачасен тĕнче курăмĕ тĕрĕс аталанса пыни вĕсем хăйсен пуплевне таса та витĕмлĕ йĕркелеме пултарнинчен килнине тĕпе хурса йĕркелет. Тепĕр чун киленĕçĕ те пур 1982 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне /халĕ - университет/ ăнăçлă пĕтернĕ Валентина Михайловнăн: шкулта вĕреннĕ чухнех сăн ÿкерме юратнă.

Акă еплерех аса илет ку ăнтăлу пирки тава тивĕçлĕ вĕрентÿçĕ: «Фото ÿнерĕпе ачаранпах кăсăкланнă. Пултарулăхăм çул-йĕрĕнчи пĕрремĕш фотоаппарат - «Зенит». Чи ансатти, хура-шурă ÿкерекенни пулсан та маншăн пуринчен те хакли шутланнă. Вăл пулăшнипе юратупа асамлăхăн ытарайми илемлĕ тĕнчине ытамлама пултартăм. Ыйхăпа канăç çинчен мансах килти пĕчĕк лабораторире пленкăсемпе аппаланаттăм, сăн ÿкерчĕк çаптараттăм. Çулсем иртнĕçемĕн фото ÿкерес ăсталăхпа ытларах кăсăкланма пуçларăм. Паян фотоаппаратсăр пĕр утăм та тумастăп. Ачасене сăн ÿкерме юрататăп. Ку - самантлăха та пулин иртнĕ тапхăра таврăнса хама тата çывăх çыннăмсене янкăр тĕслĕ пулăмĕсене аса илтермелли асамлă мел».

Валентина Михайловна чун савăнăçне ыттисене те парнелеме хапăл: чи ăнăçлă сăн ÿкерчĕкĕсемпе час-часах тĕрлĕ курава хутшăнать. 2011 çулта республикăри «Халăх шкулĕ» журнал ирттернĕ «Ырă кăмăллăх педагогики» конкурс призерĕ пулнă. Кăçал вăл республикăри вĕренÿ институтĕнче «Вăрмар ен» курав йĕркелерĕ.

Римма ПРОКОПЬЕВА.

 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.