Комментари хушас

12 Çу, 2020

Чарусем — сахалтан та тепĕр эрнелĕх

«Уяв кунĕсен умĕн эпир оптимистла прогнозсем тума пултараттăмăр, кану тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн суту-илÿ центрĕсене уçма ирĕк парасси пирки те шухăшлаттăмăр. Халь вара кун пирки калаçу та пулма пултараймасть», — коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхне палăртнă май çапла пăшăрханса каларĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ытларикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.

Уяв-кану кунĕсенче лару-тăру унталла та, кунталла та сулăнма пултарассине маларахах ăнланнă. Шел, республикăра ĕç-пуç япăх сценарипе аталанни куçкĕрет. Раççей Президенчĕ тунтикун пандемипе çыхăннă чарусене пăрахăçламалли виçĕ тапхăр пирки пĕлтернĕ май регионсен виçĕ кăтартăва тивĕçтермелли пирки каларĕ. Чи малтанах — иннфекци сарăлнин коэффициенчĕ 1-рен ытла пулмалла мар. Олег Николаев каланă тăрăх, Чăваш Енре ку кăтарту 1,28% танлашать. Медучрежденисенчи ирĕклĕ койкăсен шучĕ вĕсен пĕтĕм балансĕн 50% кая мар пулмалла. Пирĕн — 30% кăна. Тестсем тăвасси кашни 100 пин çын пуçне 70-тен кая мар пулмалла. Республикăра — 75.

— Куратпăр, эпир виçĕ критерирен пĕрне кăна тивĕçтеретпĕр. Çавăнпа та чарусене пăрахăçлас енĕпе май пур таран асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен лару-тăру питĕ хăвăрт улшăнма пултарать, — терĕ Олег Алексеевич.

Сыхлăх шайне чакарма юраманнине вăл уяв кунĕсенче ĕç-пуç çивĕчленнипе сăлтавларĕ - çу уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнса коронавирус ернĕ çынсен шучĕ темиçе хут пысăкланнă. Пушшех пăшăрхантаракан самант: унччен симптомсăр инфекциллисем ытларах — 90% — пулнă, уяв кунĕсенче вара регионта клиника кăтартăвĕллĕ, йывăр чирлĕ çынсен шучĕ тăруках пысăкланнă. Инфекци симптомĕллĕ граждансен пысăк пайĕ — Чăваш Ене ют регионсенчен таврăннисем. Чи хăрушши — вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ирĕкĕпе медучрежденисене пыманни, сывлăхне тĕрĕслеттерменни. Çакă инфекци сарăлассине вăй панă.

Олег Николаев пĕр çемьепе çыхăннă тĕслĕх пирки те каласа пачĕ. Арçын ют регионтан таврăннă. Чир сиптомĕсем куçкĕрет палăрнине пăхмасăр çемйипе пĕрле пулнă. Кăтартăвĕ хурлăхлă: арăмне, икĕ ывăлне чир ертнĕ. Аслă ывăлĕ ахаль те сывă мар — ДЦП чирĕпе аптăрать, ун тĕлĕшпе пушшех асăрханулăх кирлĕ пулнă ĕнтĕ, анчах çемье пуçĕ, тĕрĕссипе, чи çывăх çыннисен сывлăхĕ çине алă сулнă темелле. «Çак тĕслĕх пуçа шăнăçмасть…» — терĕ республика ертÿçи.

Раççей Президенчĕ изоляципе çыхăннă мерăсемпе усă курас енĕпе регионсен ертÿлĕхне тивĕçлĕ полномочисем панине кура Олег Алексеевич Чăваш Енре чару мерисене сахалтан та тепĕр эрнелĕхе тăсассине çирĕплетрĕ. Тĕрлĕ муниципалитетра — тĕрлĕ лару-тăру, çавна май вăл районсемпе хуласен администарацийĕсен енчен тивĕçлĕ йышăнусем пулмалли, вĕсен ертÿлĕхĕн яваплăхĕ те пысăкки пирки каларĕ.

Çапах чи малтан кашни çын яваплăха туйни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçлекен предприятисенчи сыхлăхпа çыхăннă мерăсене, калăпăр, дезинфекци тăвассине упраса хăвармалла, общество вырăнĕсенче, транспортра çынсен обязательнăй йĕркепе маскăсемпе пулмалла. Регион ертÿçи тивĕçлĕ указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ май пĕтĕмлетсе каларĕ: «Пурнăçăн хăнăхнă йĕркине каялла май пур таран хăвăртрах тавăрасси пирĕнтен хамăртан, кашни çынран, килет».

Тунтикун Владимир Путин коронавируспа чирлисемпе ĕçлекен медиксене хушма тÿлевсемпе тивĕçтерес ыйтусене тата парасси пирки пайăррăн каланăччĕ те — Олег Николаев та канашлура çак темăна çĕклерĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, асăннă тĕллевсем валли пĕтĕмпе 237 миллион тенкĕ ытла уйăрнă /çав шутран 209 миллионĕ — федераци укçи/. Укçан пĕр пайне медучрежденисен ĕçченĕсене панă, ыттине çывăх вăхăтра тÿлĕç. Олег Николаев çак ĕçе васкатмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ку социаллă сфера ĕçченĕсене укçа тÿлессине те пырса тивет.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.