Комментари хушас

26 Утă, 2014

Юхан шыв полицийĕ тимлĕ те сыхă

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче шыв çинчи полици хăйĕн уявне паллă турĕ - шыв транспорчĕ çинчи шалти ĕçсен органĕсене туса хунăранпа 96 çул çитрĕ.

Тĕрĕссипе, юхан шыв полицийĕн подразделенийĕсене Раççейре 1876 çултах йĕркеленĕ. Анчах революци хыççăнхи çулсенче юхан шыв транспорчĕ çинчи шалти ĕçсен органĕсене 1918 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче туса хунă тесе йышăннă - çав кун Халăх комиссарĕсен канашĕ юхан шыв милицине йĕркелесси çинчен калакан декрета алă пуснă.

1998 çулта пирĕн республикăра чукун çул, шыв çинчи тата сывлăшри милицие, шыв çинчи транспорт уйрăмне пĕрлештернĕ хыççăн шалти ĕçсен транспорт çинчи Чăваш лини пайĕ Атăл-Вятка управленийĕн тытăмне кĕнĕ.

Паян полицин лини пайĕ Шупашкар хулинчи юхан шыв портĕнче общество йĕркине сыхлать, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерет. Унăн яваплăхĕн территорийĕ анлă: Атăл тăрăх Чул хула облаçĕнчи Хмелевка ялĕнчен тытăнса Мари Элти Волжск пристанĕ таран - 191 км, Сăр тăрăх Медяно шывĕ Атăла юхса кĕрекен вырăн таран - 177 км. Çапла вара карапсем çÿрекен 318 км тăршшĕ юхан шыв.

Самай пысăк порт та чылай: Козьмодемьянск, Шупашкар, Звенигово, Етĕрне* Юрино, Çĕнĕ Шупашкар, Кокшайск, Сĕнтĕрвăрри пристанĕсем. Тата - Шупашкар ГЭСĕн территорийĕ. Подразделенисен сотрудникĕсем хăйсен участокĕсенче куллен пулаççĕ. Сăмах май, шыв çинчи полици подразделенийĕсем йышлă мар - лини пункчĕсем Çĕнĕ Шупашкарта, Етĕрнере, Козьмодемьянскра тата Звениговăра кăна.

Çуркуннерен тытăнса кĕркунне навигаци вĕçлениччен - чăннипех хĕрÿ тапхăр. Полицейскисен тивĕçĕ портсемпе пристаньсенче йĕркелĕхе тивĕçтересси кăна мар, пассажирсене илсе çÿрекен теплоходсем тĕлĕшпе те тимлĕ - пакунлисем çав карапсем çинче те ĕçлеççĕ. Навигаци пуçлансан шыв транспорчĕн объекчĕсем çинче ĕç нумайланасса кĕтсех тăр. Теплоходсем, паром каçăсем - пурне те тимлĕх кирлĕ. Шупашкарти юхан шыв порчĕ хула çыннисемшĕн кану вырăнĕ пулса тăнă, апла тăк кунта халăх йышлă - куçран вĕçертме юрамасть. Çавăнпах портри наряд йышне 30-40% ÿстернĕ.

Çуллахи тапхăрта шыври биоресурссене саккуна пăсса тытассипе çине тăрса кĕрешме тивет. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен республика территорийĕнче тĕрлĕ йышши хатĕрпе биоресурссене /мĕн пур йышши пулла тата рак йышши чĕр чунсене/ тытма чарнăччĕ. Вăлтапа кăна тытма юрать, вăлта йĕпписен шутне те виçеллĕ тунă - çын пуçне иккĕрен ытла пулмалла мар.

Чару икĕ уйăх вăйра пулчĕ - çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен. Çавна май транспорт полицийĕн сотрудникĕсем пулă вăлча сапма куçакан çулсем çинче, вăлча сапакан вырăнсенче йĕркене пăсасран асăрханас тĕлĕшпе тимлĕ ĕçленĕ. Саккуна пăсса пулă тытнин 244 тĕслĕхне тупса палăртнă. Çав шутра уголовлă майпа явап тыттармалли тĕслĕхсем - 31, административлă правăна пăсни - 213. Полицин браконьерсемпе кĕрешмешкĕн паян пысăк хăвăртлăхлă NorthSilver Pro 560 Jet катер та пур. Лини пайĕн массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытакан инспекторĕ Светлана Егорова пĕлтернĕ тăрăх - çак катерăн двигатель хăвачĕ 200 лаша вăйĕпе танлашать, шыври сехетри хăвăртлăха вăл 75 км çитерме пултарать. Çапла вара рейдсене тухакан йыша пысăк пулăшу кÿрет: шыв çинчи йĕркене пăсакансене хăваласа çитес, тытса чарас енĕпе чăннипех меллĕ.

Тепĕр тесен юхан шыв полицийĕн сотрудникĕсен ытти ĕç те пайтах. Кăçалхи 6 уйăхра Шупашкар портĕнче кăна тĕрлĕ пăтăрмахпа преступлени пирки 200 ытла заявлени йышăннă. Регистрациленĕ преступленисен шутĕнче - наркотиксен тата хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕ те, ют укçана хапсăнни те, ытти те. Лини пайĕн ертÿçисем палăртнă тăрăх - подразделенисен яваплăхĕн зонинче йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха кирлĕ пек тивĕçтернĕ, лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă. Преступленисен шучĕ чакни те палăрать.

Николай АНТИПОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.