Ҫӗнтерӳ кунӗ пур халӑха та пӗрлештерет
Ҫӗнтерӳ кунне кӑҫал яланхилле ирттереймерӗмӗр пулин те ветерансене пуҫ тайма, Тӑван ҫӗршыва ирӗке кӑларассишӗн хӑйсен пурнӑҫне хӗрхенмен салатксене аса илме пурпӗрех май тупрӑмӑр. Ҫапла, Ҫӗнтерӳ кунне уявларӑмӑрах, анчах килтен тухмасӑр.
Марина КАРЯГИНА, ҫыравҫӑ, журналист:
- Начарринче яланах ыррине курма пӗлер: пурнӑç этемлӗх умне кӑларса тӑратнӑ чӑрмавсем Çӗнтерӳ пулнӑранпа 75 çул çитнине урама тухса, палӑксем умӗнче пуç тайса ирттерме памарӗç пулин те, ман шутпа, пӗрлехи çак инкек пире пушшех пӗрлештерчӗ! Çыннӑн чунӗ çапла: хӑй хӗсӗрленнине сиссен, унра çав хӗсӗрлеве хирӗç тӑракан вӑй вӑранать. Килте ларма тивнӗ тапхӑрта чӳречерен, балкон çинчен алӑра вилӗмсӗрлӗх вучӗ тытса е асӑну çурти çутса юрлани - çӗнӗ ӑрура нихçан пулман хӑватлӑ, пархатарлӑ, паянхисене çав тери кирлӗ туйӑм çуратрӗ. Вӑрçӑ ахрӑмӗ инçеленсе пынӑçем хамӑрӑн асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен паттӑрлӑхне ытларах хисеплетпӗр пек туйӑнать. Чи пахи - çамрӑксем, ачасем çакна ӑнланса, хакласа ӳсеççӗ. Çӗнтерӳ юрри çӗршывӗпех Раççейри ытти халӑхсен чӗлхисемпе тан чӑвашла та янрани мӗнле мӑнаçлaнтарчӗ! Интернетра, радио-телевидени эфирӗнче вӑрçӑ çулӗсенчи паттӑрлӑх, тӳсӗмлӗх, парӑнманлӑх çинчен ватти-вӗтти сӑвӑ вуларӗ, хаçат-журналта пичетленнӗ вӑрçӑпа тыл ветеранӗсен асилӗвӗсем чун-чӗрене пӑлхантарчӗç, кисрентерчӗç. Урамра халӑхпа ирттерекен Аслӑ уяв чаплӑ ӗнтӗ, анчах ӑна килте, çемьепе, йӑхпа кӑна ирттермелле пулса тухнин пӗлтерӗшӗ, тен, витӗмлӗрех те! Çӗршыври пур халӑхӑн ывӑл-хӗрӗ пӗрле тӳссе туптанӑ Çӗнтерӳ чӑваш, вырӑс, тутар, мӑкшӑ, чечен (т.ы.те...) чӗрине пӗр туйӑмпа хӗрӳлентерет, пӗрлештерет, тӑван çӗре-шыва, халӑха, мӗнпур тӑваннине хисеплемеллине тепӗр хут асилтерет.