Комментари хушас

8 Çу, 2020

Çĕнĕ Шупашкарти тыл ветеранне оркестр саламларĕ

Паян Ҫĕнĕ Шупашкарта Винокуров урамĕнче 84-мĕш ҫуртра пурӑнакан тыл ветеранне Пелагея Солдаткинӑна ҫывхаракан Ҫĕнтерӳ уявĕпе савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламларĕҫ.

Ватӑ пурӑнакан ҫуртӑн картишĕнче Раҫҫей Федерацийĕн наци гвардийĕн Чӑваш Енри уйрӑмĕн оркестрĕ "Казаки в Берлине", "Смуглянка" тата ытти юрра юрларĕ. Пелагея Алексеевнӑна ҫавӑн пекех пĕр ҫуртра пурӑнакансем ( вĕсем ялавсемпе, чечексемпе, хӑмпӑсемпе, хӑшĕсем салтак тумне, пилотка тӑхӑнса) ӑшшӑн саламларĕҫ.

Хӑйсен балконĕ ҫине тухнӑ Пелагея Солдаткина питĕ хĕпĕртерĕ, пурне те чĕререн тав турĕ. "Тавах сире, мана манманшӑн. Пурне те ҫирĕп сывлӑх сунатӑп.Ҫĕр ҫинче яланах мирлĕ тӳпе пултӑр", - терĕ салтак-хушаматлӑ тыл ветеранĕ.

Кун-ҫулĕ ҫӑмӑл килмен унӑн. 13 ҫултанах тӑван колхоз уй-хирĕнче ĕҫлеме пуҫланӑ. Шуррине те, хурине те пайтах курнӑ. Кун пирки вара "Хыпар" хаҫатӑн ҫитес кӑларӑмĕнче тĕплĕнрех вуласа пĕлме май пулĕ. Ҫакна та калар: тыл ветеранне пухӑннисем асӑнмалӑх парнесемпе те савӑнтарчĕҫ.

www.hypar.ru