Комментари хушас

17 Раштав, 2013

«Малашне те ăсталăхăрпа савăнтарăр!»

РСФСР тата ЧАССР халăх артистки Нина Григорьева Чăваш Ен сцена искусствине аталантарма пысăк тÿпе хывнă. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вăл вылякан спектакльсене пин-пин çын пырса курнă. Нина Ильинична калăпланă Нарспи, Пинерпи, Ахмур, Айгуль, Селиме тата ытти сăнар халăх асĕнче яланлăх тăрса юлнă, чăваш театрĕн ылтăн çÿпçине кĕнĕ. Чăваш Республикинче, Раççейре ырă ята тивĕçнĕ артистка 75 çул тултарчĕ. Ĕçтешĕсем, унăн пултарулăхне хисеплекенсем юбиляра тăван театрта саламларĕç.

...Экран çинче Нина Григорьевнăн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ кадр хыççăн кадр черетленчĕ. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, Мускавра вĕреннĕ, чăваш театрĕнче ĕçленĕ çулсем куç умне тухрĕç. Сцена пурнăçне Нина Ильинична «Ромео тата Джульетта» спектакльти Джульетта ролĕнчен пуçланă. Çур ĕмĕр ытла драма театрĕнче ĕçлесе вун-вун, çĕр-çĕр сăнар калăпланă.

«Артист пĕр сăнарпа та пулин театр историне кĕрсе юлсан унăн турра тав тумалла. Халăх вара Нина Ильиничнăн вун-вун сăнарне ас тăвать, - терĕ Валерий Яковлев илемлĕх ертÿçи. Вăл Пинерпи те, Селиме те, Элпике те, Нарспи те... Нарспие ку сцена çинче те, кивĕ театрта та вунна яхăн артистка нумай хутчен вылянă. Анчах, манăн шухăшăмпа, çак сăнара Нина Григорьева пек ăста калăплаканни пулман. Вăл хальлĕхе - пĕртен пĕр Нарспи. Ку роле хĕрĕх çула çитсен выляма пуçларĕ. Тĕрĕсрех каласан - выляттартăмăр. «Çитет ĕнтĕ, текех çамрăк мар», - тесе пĕрре мар хирĕçленĕ. Анчах халăх юратать, çÿрет спектакльсене. Апла ватă мар-ха. К.Иванов чĕрĕлсе тăрас пулсан «акă вăл шăпах эпĕ курнă, туйнă, ăнланнă Нарспи» тейĕччĕ».

Валерий Николаевич çавăн пекех ĕçтешĕпе çыхăннă тĕрлĕ саманта аса илчĕ: «Шартлама сивĕре Стерлитамака гастроле кайнăччĕ. Унта «Нарспие» икĕ эрне вылярăмăр. Пĕррехинче спектакль хыççăн куракансемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Пĕр хĕрарăм, куççулĕ юхать хăйĕн, сцена çине хăпарса хăй пĕркеннĕ мамăк тутăра Нина Ильинична хул пуççийĕ çине уртса ячĕ. Çакă мар-и чи пысăк парне, хисеп? Халăх юратни -- чи пысăк парне. Анат Камăра пĕр çамрăк хĕр ача «манăн ăна тĕкĕнсе кăна пăхасчĕ, урăх нимĕн те кирлĕ мар» тенĕччĕ. Артисткăна сĕртĕнчĕ те сцена çинчен анса кайрĕ. Искусство хăвачĕ, артист пултарулăхĕ мĕн тери вăйлă иккен!»

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов юбилей каçне сумлă наградăпа килнĕ: Нина Ильиничнăн кăкăрĕ çине «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден çакрĕ, малашне те чăваш наци культурине тата искусствине аталантарма иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕ.

Артисткăна республикăри культура ĕçченĕсен ятĕнчен ЧР Культура министрĕ Вадим Ефимов саламларĕ: «Чăваш Енри театр искусстви сирĕнпе тивĕçлипех мухтанать. Эсир тунă ĕçсем, утăмсем питĕ пĕлтерĕшлĕ, сулмаклă. Тата нумай-нумай çул пире пултарулăхăрпа савăнтарăр, хавхалантарăр».

Сумлă çак уявра Нина Ильиничнăна ыр сунакан, унăн ячĕпе ăшă сăмах калакан чылай пулчĕ.

Нина Григорьева халĕ те çĕнĕ сăнарсем «çуратать», пултарулăхĕпе халăха савăнтарать. Юбилей каçĕнче вăл сцена çине «Укçа чул кастарать» спектакльпе тухрĕ.

 

В.БАГАДЕРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.