Комментари хушас

6 Çу, 2020

Чăваш Енре çурхи ĕçсем малалла пыраççĕ

Пандеми «çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать» текен каларăша пăрахăçламасть — ĕççи пырать. Унпа ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян ирттернĕ планеркăра ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Çурхи культурăсене пĕтĕмпе 305 пин гектар акса хăвармалла. Кăçал чи малтанхи хуçалăх техникăна уя пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчех кăларнă — хăйне евĕр рекорд, кунашкалли нумай çул пулман.

Апла пулин те регионти аграрисем çурхи культурăсене юнкунхи ир тĕлне 53 пин гектар кăна акнă. Пĕлтĕр çу уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту 130 пин гектарпа танлашнă. Сăлтавĕ — çанталăк çумăрлă пулни. Ака уйăхĕ çумăрлă кунсемпе тепĕр рекорд тунă — кунашкалли 1992 çултанпа пулман. Çийĕнчен çанталăк сулхăн тăчĕ — пушшех уй-хирти ĕçе ура хучĕ.

Çапах Сергей Геннадьевич хуçалăхсем ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлесси пирки иккĕленмест. Вăрлăх, удобрени çителĕклĕ хатĕрленĕ. Техникăна çĕнетесси те аван пырать: кăçал хуçалăхсем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай ытларах техника туяннă. Çакăнта тăкаксене патшалăх субсидилемелли виçене 15-рен 40% таран пысăклатнин витĕмĕ куçкĕрет. Уй-хир ĕçĕсене пурнăçламашкăн кредит çителĕклĕ уйăрни те хресчене пулăшать.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: