Комментари хушас

5 Çу, 2020

Атӑл леш енчи поселоксене те ҫут ҫанталӑк газӗ ҫитӗ

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Атăл йăлăмне çитсе Çурçĕр, Пролетари, Сосновка, Октябрь, Майăн 1-мĕшĕн поселокĕсене, «Чăваш Ен» санаторие, «Росинка» тата «Кувшинка» кану базипе çуртне, «Заволжье» сад юлташлăхне /Шупашкар хулине кĕреççĕ/ çут çанталăк газĕ кĕртес ĕç еплерех пынипе паллашрĕ.

Ăна Раççей регионĕсене газификацилемелли программăпа килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Çӳлте палăртнă объектсене «кăвак çулăм» çитересси çинчен 2012 çултанпа пайтах калаçрĕç. 2015 çулта газификаци планне тепре çирĕплетсе пăхрĕç, анчах усси пулмарĕ.

РФ Строительство министерстви «Газпром межрегионгаз» обществăна Атăл йăлăмĕнче пăрăх хывма 2019 çулхи юпа уйăхĕнче тин ирĕк панă. Газ кунта Мари Эл территорийĕнчен парса тăрĕç. Подряд организацийĕ пăрăха Сосновка шосси /вăл Чăваш Ене Мари Элпа çыхăнтаракан автотрассăран пуçланать/ хĕррипе поселоксем патнелле тăсать.

Олег Николаев «Заволжье» сад юлташлăхĕнчен 1,5 çухрăмри, Астраханка кӳлли çумĕнчи сыпăксенче тăрăшакан подрядçăсем патĕнче, вĕсен Октябрь поселокĕнчи базинче пулса ĕç-пуçпа, газификаци тĕллевĕсемпе кăсăкланчĕ.

Пĕр енчен пăхсан магистраль чăрмавлах мар теме пулать, мĕншĕн тесен вăл шоссе хĕррипе иртет, çавăнпа нумай йывăçа касма тивмест. Çапах та чăрмав сахал мар: путлăх-шурлăх, çырма-çатра, айлăм-тайлăм. Строительсем вĕсене хăйăр тултарса тикĕслеççĕ.

Магистраль тăршшĕ — 52, çав шутра Чăваш Енре 31 çухрăм. Пăрăха объектсене çитерме «Газпром межрегионгаз», урамсенче тăсма республика тата вырăнти хăй тытăмлăх бюджечĕсенчен кăçал — 57,4 млн, строительствăна вĕçлеме пурĕ 154 млн тенкĕ уйăрĕç.

Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, икĕ поселок урамĕсенче пăрăх хывмалли проект-смета докуменчĕсене экспертиза витĕр кăларнă, кăçалхи утă уйăхĕнче аукционсем ирттерсе подряд организацийĕсене палăртасшăн. Çакăн хыççăнах урамсенче ĕçе пуçăнĕç. Ытти поселок докуменчĕсене те çитес уйăхсенче экспертизăна парĕç.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан подряд организацийĕн ĕçĕпе паллашнă хыççăн строительство графикпа килĕшӳллĕн пынине, поселоксем, спортпа сывлăх сыхлавĕн çурт-йĕрĕ патне пăрăха кăçал çитерессине, трассăна килес çул хăтлассине пĕлтерчĕ.

Поселоксен урамĕсенче кăна пăрăх 25 çухрăма тăсăлĕ, — терĕ Олег Алексеевич. — Ăна хывма укçа муниципалитет уйăрĕ. «Газпром межрегионгаз» та хăйĕн тивĕçне графика пăхăнса пурнăçлани, уйрăммăн илсен строительство валли укçа вăхăтра куçарни, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Строительство министерстви тата тĕп хула администрацийĕ Сосновка шосси хĕррипе велосипедистсен тата çуран çӳрекенсен çулне тума сĕнчĕç. Унăн тăршшĕ 18 километр ытла пулĕ — сĕнĕве ырласах йышăнтăмăр.

www.hypar.ru Юрий МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ