Людмила НЯНИНА: Ташлама пĕлекен çын ÿкессе те хитре ÿкет
«Нушаллă, выçă-тутăллă çитĕнтĕмĕр. Кĕпе çукран аттестат илме те каяймарăм. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне çеç ураран çăпата хыврăм, çăм чăлхапа калуш тăхăнтăм», — аса илет вăл. Темĕнле йывăр пулсан та тарăн пĕлÿ илме, ăсталăхне Раççейĕн тĕп хулинче туптама май тупнă вăл. Паянхи кун ун пирки «Чăваш ташшин амăшĕ» теççĕ. «Хыпар» хаçат тĕпелĕнче — çĕр-çĕр ташă лартнă паллă ентешĕмĕр, ГИТИСран вĕренсе тухнă чăвашсен пĕрремĕш профессионал хореографĕ Людмила Нянина.
ПИРĔН СПРАВКА
Людмила Нянина Куславкка районĕнчи Çĕнĕ Тĕрлемес ялĕнче 1940 çулта çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарта балет артистĕнче ĕçленĕ. 1962-1967 çулсенче Мускаври ГИТИСра ăс пухнă, педагог-балетмейстер специальноçне алла илнĕ. Чулхулари культура училищинче педагогра, Дзержинскри балет студийĕнче ертÿçĕре, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче педагог-репетиторта, балет артистĕнче, Чăваш Республикин культура училищинче хореограф дисциплинисен преподавателĕнче ĕçленĕ. Вăл лартнă ташă концерчĕсене ентешсем кăна мар, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче, Тутарстанпа Пушкăртстанра пурăнакансем те, тата, паллах, чикĕ леш енчи /Сири, Франци, Испани, Итали тата ыт.те/ куракансем те курса киленнĕ. Людмила Николаевна — ЧАССРăн тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çавăн пекех ăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе тата орденĕпе чысланă. 2019 çулта «Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Людмила Николаевна «Чăваш ташши», «Тăпăрти» вĕренÿ пособийĕсем, «Традиции и новации в чувашском танце», «Философия чувашских народных песен и танцев» тата ытти методика пособийĕ çырса хатĕрленĕ.
— Людмила Николаевна, эсир ача чухне кама вĕренме ĕмĕтленнĕ? Палăртни пурнăçа кĕчĕ-и?
— Пирĕн ял канашĕн председателĕ Ирина Лаврентьева ман пирки: «Эсĕ пĕчĕкренех артистка пулма ĕмĕтленеттĕн», — тетчĕ. Çавăн пекех мана следователь, психиатр профессийĕсем килĕшетчĕç, çапах артист ĕçне ытларах кăмăлланă пулас. Ачаранах юрлама, ташлама юратнă. Çынсем ташланине сăнама та. Ахальтен мар эпĕ: «Ташлама пĕлекен çын ÿкессе те хитре ÿкет, тăрасса та хитре тăрать», — тетĕп. Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ, çакăншăн савăнатăп. ≤…≥
— Ташă та юрă пекех чуна хавхалантарать-и?
— Паллах. Эпĕ юрлама та юрататăп. Ташланă чухне яланах юрлатăп. Пирĕн çемьере кĕвве-çемме пурте килĕштернĕ. Атте купăс каланă. Анне аса илнĕ тăрăх, вăл купăсне пуç çийĕн тытса урипе тапăртатса юрланă. Толя пичче те ăста купăсçă. Анне вара ачаранах юрлама юратнă, шкулта вĕреннĕ чухне ăна юлташĕсем яланах юрлаттарни пирки аса илетчĕ.
— Халĕ юрăç чылай. Ташăçăсем пирки аплах калаймăн. Çакна мĕнле хаклатăр?
— Чăн та, ташлама йывăртарах. Ташăра вăйлă ритм, хусканăва йĕркелесе пыма пĕлни кирлĕ. Унсăр пуçне ăс-тăн, кĕвĕ туйăмĕ пулмалла. Пурне те пĕр вăхăтра астуса юлмалла. Чи кирли — сывлăх. Ташланăçемĕн çулсерен чĕре, ÿпке, пĕвер хавшаççĕ. Шăм-шака тĕрĕс тытма пĕлни те питĕ пĕлтерĕшлĕ.
— Çав хушăрах чăвашла ташлама пĕлекен те сахал.
— Пĕлекенсенчен чи ватти эпĕ пулĕ ĕнтĕ. Сăмахран, Анатолий Музыкантовах илер, вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ман куç умĕнче ташларĕ. Урăхла каласан, манран вĕренчĕ. Александр Ангаров килчĕ, ăна та вĕрентрĕм. Хам вара Татьяна Капустинăран чылай вĕрентĕм. Унсăр пуçне эпĕ сăнама юрататăп. Ансамбльте ĕçленĕ чухне клубсем тăрăх концерт кăтартса çÿреттĕмĕр, унтах çывăраттăмăр. Концерт хыççăн çамрăксем купăс каласа ташлатчĕç. Вĕсене тимлесе пăхаттăм. Ача чухне курнă ташăсене те аса илсе лартатăп. «Хамăр ял ташши» пур манăн. Вăл пиччесем ташланине сăнаса тăрса сцена çине кăларнăскер. Çамрăксем урамра юрланине, ташланине курма юрататтăм. Пĕчĕк пулнăран мана пÿрте хăваласа кĕртсе яратчĕç. Эпĕ пĕрех вăрттăн пăхса тăраттăм. Пиччен юлташĕ питĕ хитре ташлатчĕ: çаврăнса илет, хутланса ларать, тăсăлса выртать, сиксе тăрать... Çак хускану элеменчĕсене хамăн ташăсене кĕртетĕп.
— Сирĕн ачăрсем, мăнукăрсем ташлаççĕ-и?
— Манăн хĕрĕм Марине пур. Çавăн пекех эпĕ виçĕ мăнукпа, мăнуксен тăватă ачипе савăнатăп паян. Мăнук Наташа культура училищин хореографи уйрăмне «5» паллăсемпе пĕтерчĕ. Ун хыççăн Хусанти культура институтĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ, хореограф профессине алла илчĕ. Манăн çул-йĕре суйларĕ.
— Тăватă ачана пĕччен çитĕнтернĕ аннĕр, сире вĕрентсе çын тунă. Малалла пĕлÿ пама та вăй-хăват çитернĕ. Сирĕн çитĕнÿсемпе мухтанатчĕ-и вăл?
— Анне питĕ сăпайлă та вăтанчăкчĕ, хăй тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕччĕ. Пирĕншĕн савăннă пулсан та çынна каламан. Шкулта 4 класс çеç вĕреннĕ. Çапах питĕ нумай сăвă пĕлетчĕ. Хĕрĕме Некрасов сăввисене те вĕрентетчĕ. Лева пичче Герман Титов космонавтпа пĕрле Ачинск хулинче летчика вĕреннĕ. Направленипе Ленинград хулине лекнĕ. Толя пичче Мускавра Кремльте строительте тăрăшнă. Чи асли Антонина пулнă. Эпĕ вара — кĕçĕнни. ≤…≥ Тулли верси…
Валентина ПЕТРОВА.