Комментари хушас

30 Ака, 2020

Икĕ пуçлă пăрусем çуралнă

Радиаци аварийĕ чĕр чунсене те шар кăтартнă

«Çĕрлехи шăплăха сасă татрĕ. Темĕн кисренсе çурăлнă евĕр туйăнчĕ. Тÿпенелле çулăм çĕкленчĕ. Сывлăш вĕриленчĕ. Пушарнăйсем çулăма чарасшăн ăшталанчĕç. Вăл вара парăнма та шутламасть, çĕлен евĕр тата çÿлерех хăпарать. Авари вырăнне пĕрремĕш çитнĕ çынсем брезент тăхăнман. Вĕсем пушар мĕншĕн тухнине тавçăрма пултарайман», — çапла аса илеççĕ Чернобыльти атом электростанцийĕнчи аварие пĕрремĕш курнисем. Çак кун, ака уйăхĕн 26-мĕшĕ, историре хура йĕрпе çырăнса юлнă.

Хÿтĕлев хатĕрĕсем пулман

Раççейри «Чернобыль» пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Виктор Байдулов, Вăрмарта çуралса  ÿснĕскер, радиаципе сиенленнĕ вырăнта тăватă хутчен командировкăра пулнă. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш автотранспорт предприятинче ĕçленĕ, хула администрацийĕнче вăй хуракансене илсе çÿренĕ. «Каçсерен пропаганда вăхăчĕ иртетчĕ. 1986 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чернобыльти АЭСри авари пирки пĕлтерчĕç. Тепĕр кунхине пире чĕнсе илчĕç. 20 техникăран тăракан колонна çула тухрĕ. Эпĕ апат-çимĕçпе, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче вырăна çитрĕм», — аса илчĕ Виктор Байдулов. Вăл миксерпа ĕçленĕ, авари пулнă реактор патне бетон турттарнă, унтан сиенленнĕ тăпрана радиаци каяшĕсен управне илсе кайнă. Каллĕ-маллĕ — 350 çухрăм. Кунĕн-çĕрĕн темиçе хут хутланă. Водительсен çултан пăрăнма юраман. Хăшĕ-пĕри ывăннипе руль умĕнчех çывăрса кайнă. Кабинăран тухсан çул хĕррине пусма юраман — тăпра радиаципе сиенленнĕ.

Ĕçлекенсене тĕрĕслесех тăнă. Пит-куçа, çан-çурăма сивĕ шывпа çума хушнă. Радиаци витĕмĕ туйăннă: пыр хĕртнĕ. Столовăйра вĕсене эмел панă. Анчах радиацирен мĕнле сыхланмаллине, унпа мĕнле кĕрешмеллине ун чухне лайăх пĕлмен. Тивĕçлĕ техника пулман, опыт çитмен. Академиксем килнĕ-ха, радиаци çын сывлăхне мĕнле витĕм кÿни пирки лекцисем вуланă. Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 6-мĕш АТПра ĕçлекенсем каялла таврăннă. Тухтăрсем вĕсен сывлăхне тĕрĕсленĕ, канма тата сипленме майсем туса панă. Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Виктор Байдулова авари вырăнне каллех командировкăна янă. Хушнине пурнăçламаллах. Ун чухне хăрушлăх пирки шухăшламан. Аварие сирме пулăшнă çынсем вилĕмрен те, сусăр пулса юласран та хăраман. Чылайăшĕ хÿтĕлев хатĕрĕсĕрех ĕçленĕ, радиаци тусанĕ вĕсен ÿпкине ларнă, сывлăхне хавшатнă. Чÿк уйăхĕнче Виктор Байдуловпа АТПра пĕрле ĕçленĕ сварщикăн пурнăçĕ татăлнă. Каярахпа Чернобыльти аварире пулнă сывă каччă мĕншĕн вилнине тавçăрнă.

Çурт çÿллĕш армути ÿснĕ

АЭС çумĕнчи хырлăха авари хыççăн хĕрлĕ сарă тĕс çапнă. Таврари ÿсен-тăран хăрса типнĕ, чĕр чунсем вилсе пĕтнĕ. «Вилĕ зона» нихăçан та чĕрĕлмĕ тесе шухăшланă ун чухне. Ăсчахсем çав вырăна сăнамашкăн 42 видеокамера лартнă. Хĕрлĕ сарă тĕслĕ вăрманта тискер чĕр чунсем майĕпен ĕрчеме пуçланă, анчах вĕсен пурнăçĕ кĕскелнĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Виктор БАЙДУЛОВ архивĕнчи тата pbs.twimg.com сайтри сăн ÿкерчĕксем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.