Комментари хушас

30 Ака, 2020

Çăпата манăçа тухмасть

"Чăвашла пĕлетĕр-и?" — калаçу пуçартăм Сарă ту облаçĕнчи Калманттай салинче тĕпленнĕ хĕрарăмсемпе. "Паллах", — хурав пачĕç йăхташăмăрсем. Манăн вĕсенчен Çăпата музейĕ çинчен ытларах ыйтса пĕлес килчĕ. Çитменнине, çакăнта çаплипех çăпата хуçас енĕпе ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Паянхи саманара мĕн тума кирлĕ ĕлĕкхи çав хатĕр?

Калманттай çыннисем, чи малтанах, йăхнесĕлĕн йăли-йĕркине, историне, культурине упранăшăн хисепе тивĕçлĕ. Кунта тавра пĕлÿ музейĕ тахçантанпах ĕçлет. Вăл экспонатсемпе — ĕç хатĕрĕсемпе, укçапа, тум тирпе — пуянланса пыни пĕлтерĕшлĕ. 2018 çулта вара салара Çăпата музейĕ уçăлнă.
Унăн ĕçне чăн чăваш арçынĕ Василий Андюков йĕркелесе пынă. Вăлах килен-каяна çăпата тума вĕрентнĕ. Анчах пĕлтĕр чăвашлăха аталантарассишĕн вăйне шеллемен арçыннăн кун-çулĕ татăлнă. Ăна çăпатапа пытарнă.
Василий Иванович çак ăсталăха хальхи ăрăва вĕрентсе хăварассишĕн тăрăшнă. Шел те, арçынсене ÿкĕте кĕртеймен. Хĕрарăмсем вара хаваспах ĕçе пуçăннă. Нина Сараевăшăн çăпата тăвасси чун киленĕçне çаврăннă. Ăна музее ăсталăх класĕсем йĕркелеме чĕнсе илеççĕ. Тĕнчере коронавирус алхаснă вăхăтра Калманттай салине туристсем килмеççĕ паллах. Апла пулин те Нина Ивановна килте çăпата тăвать.

Ура ыратнине ирттерет

"Ку ĕçе хăнăхма йывăрах пулмарĕ, мĕншĕн тесен Василий Иванович кăсăклан тарма пултарчĕ. Вăл хăйĕн тавра курăмĕпе Çăпата музейĕ çинчен ытларах ыйтса пĕлес тыткăнлама пĕлетчĕ. Ĕç хатĕрĕсене мана парса хăварчĕ.
Çăпата хуçмашкăн çĕртме уйăхĕнче мăшăрпа пĕрле пушăт хатĕрлетпĕр. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.