Комментари хушас

30 Ака, 2020

Тÿрлетÿсене ырлаççĕ

Валерий АЛЕКСЕЕВ, ЧР ЖКХ предприятийĕсен ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ:

— Ĕçлекен пенсионер пулнă май Президент Конституцие кĕртме сĕннĕ, граждансен социаллă гарантийĕсене çирĕплетессипе çыхăннă тӳрлетӳсене ырлатăтăп. Çав шутра — чи пĕчĕк ĕç укçи пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулма пултарайманнипе, пенсисене индексацилессипе çыхăннă сĕнӳсем. Хам та нумай ача ашшĕ — Тĕп саккун пирĕн халăхăн йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ хаклăхĕсене упрани, çемьене, ача амăшĕпе ашшĕне, ачалăха, арçынпа хĕрарăм мăшăрланăвĕн институтне, ачасене çемьере воспитани памалли условисем, çавăн пекех çитĕннĕ ачисем ватă ашшĕ-амăшне пăхмалли условисем йĕркелессине хӳтĕлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патшалăхăн халĕ ĕçлекен ертӳçине çитес суйлава кандидат пулса хутшăнма ирĕк паракан нормăна та ырлатăп. Паянхи лăпкă мар лару-тăрура çакă патшалăх йĕркеллĕ аталанассине никĕслеме кирлĕ.
www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.