Комментари хушас

27 Ака, 2020

"Чӗрӗ сӑмах" ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Сӑвва илемлӗ вулакансен "Чӗрӗ сӑмах" республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗпе пӗрле пуш-ака уйӑхӗсенче ирттернӗ.

ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев палӑртнӑ тӑрӑх, "Чӗрӗ сӑмах" конкурса Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлассипе ҫыхӑнтарнӑ. 5-11-мӗш класс ачисем чӑвашла проза хайлавӗсенчи сыпӑксене вуланӑ. Жюри текст содержанине тата тӗрӗс вуланине ҫеҫ мар, ачан артистлӑхне те хакланӑ.

ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, конкурс пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах.

5-6-мӗш классен хушшинче 1-мӗш вырӑна никама та парас темен. 2-мӗшне Евгения Никифорова (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Мӑн Этмен шкулӗ, ертӳҫи - Татьяна Горбунова) тиӗҫнӗ. 

7-8-мӗш классен хушшинче 1-мӗш вырӑнта - Анна Сидорова (Ҫӗмӗрле районӗнчи Егоркино шкулӗ, ертӳҫи - Надежда Албутова).

9-11-мӗш классен хушшинче 1-мӗш вырӑна тивӗҫнисем ҫук. 2-мӗшӗнче - Алеся Фролова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкул, ертӳҫи - Светлана Кабирова). 

www.hypar.ru