Комментари хушас

24 Ака, 2020

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Раҫҫейре чи лайӑххисенчен пӗри

Паянхи кун культура учрежденийӗсем онлайн-кӑтарту мелӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ. Шкул ачисем те тӑтӑшах онлайн-ҫул ҫӳреве тухаҫҫӗ.

ТурСтат туризм порталӗ классика кӗввин концерчӗсене сайтсенче тата социаллӑ сетьсенче онлайн-трансляципе курма Раҫҫейри чи лайӑх филармонисен рейтингне хатӗрленӗ. ТОП-10 шутне Мускав филармонийӗ, Питӗрти Д.Д. Шостакович ячӗллӗ академи филармонийӗ, Новосибирскри патшалӑх филармонийӗ, Мускав облаҫ филармонийӗ, Екатеринбургри Свердловск филармонийӗ, Хусанти Габдулла Тукай ячӗллӗ Тутар патшалӑх филармонийӗ, Ӗпхӳри Хусаин Ахметов ячӗллӗ Пушкӑрт патшалӑх филармонийӗ, М. Ростропович ячӗллӗ Чулхула патшалӑх академи филармонийӗ, Самар патшалӑх филармонийӗ тата Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗ кĕнĕ. Рейтинга хатӗрленӗ чухне филармонисен сайчӗсенче тата социаллӑ сетьсенче онлайн-трансляци пирки каланисене тишкернӗ.

Сӑмах май, ҫак вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сайтӗнче "Нарспи" мюзикл курма пулать.

www.hypar.ru

Рубрика: