Комментари хушас

24 Ака, 2020

Тӑван чӗлхе

 …Ют чĕлхе пит аван пулсан та, вăл пирĕн мар, çыннăн, çын лаши темĕн тĕрлĕ маттур пулсан та, ун çине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса çÿреймĕн, темĕн тĕрлĕ чаплă, пуян çын тумтирне тăхăнса хам тумтирĕм тесе калаймăн, хăвăн пулсан, ытлашши чиперех пулмасан та, шанчăклă пулĕ.

Мĕншĕн тесен сана: çын япалипе анчах усă куратăн, хăвăн нимĕскер те çук, çыннăннипе анчах пурăнатăн, тейĕ. Хăй халăхне юратакан çын, кирек кам пулсассăн та, хăй чĕлхине пит пахаласа, темрен те мала хурса ăна хăй чунне юратнă пек юратать.

Н.В.НИКОЛЬСКИЙ, "Хыпар" хаҫат никӗслевҫи.

www.hypar.ru

Видеори сӑн ӳкерчӗксенче: Екатерина тата Валерия Селивановасем.

Рубрика: