Шанăçа тÿрре кăларать
Тăрăшулăхсăр вĕренÿре те, спортра та, пултарулăхра та çитĕнÿ тума çук. Ăнăçу айккинчен пăрăнса ан ирттĕр тесен сахал мар вăй хумалла. Елчĕк районĕнчи Кушкă шкулĕнче 10-мĕш класра ăс пухакан Инесса Александрова тăрăшулăхпа тата яваплăхпа палăрса тăрать. Вăл шкул пурнăçĕнче кăна мар, спорт ăмăртăвĕсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче, конкурссенче те хастар.
Тăватă ураллă тусĕпе
Инесса ачаранпах спортпа туслă. Вăтам классенче ăмăртусене хутшăнма тытăннă та паян кун та çăмăл атлетика енĕпе аталанать. Никам хистемесĕрех хĕрача кашни кун чупма тухать. Телефонри ятарлă приложени кăтартнă тăрăх кашни кун 6-9 çухрăм хыçа хăварать. Тăватă ураллă тусĕ Барни кичемленме памасть, ăмăртмалла малалла талпăнать.
— Ăна мана çывăх çынсем 2-3 çул каялла парнелерĕç. Вăл кашнинчех шкул автобусĕн чарăнăвне çити ăсатать, кĕтсе илет. Чупма та пĕрлех тухатпăр, — йытти пирки ăшшăн сăмахлать хĕрача.
Спортпа туслашни сывлăхлă пулма пулăшнине палăртать Инесса. Кашни кун хăй тĕллĕн чупса чăтăмлăха, çирĕп кăмăла туптать.
ха, çирĕп кăмăла туптать. Спортăн тепĕр тĕсĕ — армрестлинг — уйрăмах çывăх хĕрачашăн. Унпа ăна физкультура вĕрентекенĕ Станислав Александрович туслаштарнă. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне Инесса пĕрремĕш ăмăртăва хутшăннă та тÿрех малти вырăна тивĕçнĕ. Унтанпа вăл час-часах медальпе таврăнать. Шкулти армрестлинг сĕтелĕ патĕнче тăхтав вăхăтĕнче час-часах алă вăйне виçни пулăшать-тăр.
Армрестлингра тупăшу тĕрлĕ виçе категорийĕнче иртет. Юлашки çулсенче Инесса 65-70 килограмлисемпе сĕтел патне тухать. Спортсменсем пĕлеççĕ: унччен хусканусем туса алла çемçетмелле. Хатĕрленмесĕр аманасси те часах. Чи кирли — техникăна пăхăнмалла.
Инесса ăмăртусенче пĕтĕм вăя хурса кĕрешме хăнăхнă. Шупашкарта пуш уйăхĕнче иртнĕ турнирта та вăл ăнсăртран аманнă алли хăйĕн çинчен аса илтерсен те шăл çыртса вăй виçнĕ. Ыратнине пăхмасăр 4-мĕш пулнă. Кашни ăмăртăва хĕрача хăйне хăй «парăнмалла мар» тесе хытарса тухать. Çавăнпа çĕнтерет те.
— Спорт çирĕп кăмăллă пулма вĕрентет. Хăвна ĕненмелле, — тет вăл.
Инесса шкул хыççăн çар е хÿтĕлев енĕпе специалистсене хатĕрлекен аслă шкула вĕренме кĕресшĕн. Çав тĕллевпех вăл спорта, сывлăха çирĕплетессине ытларах тимлет. Малалла вулас…
Вера ШУМИЛОВА.