Нÿрĕк саппасĕ хушăнать
«Хыпарăн» ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Тăпрара мĕн çитменнине пĕлсе тăмалла» материалта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрти нÿрĕкĕн хальхи саппасĕ çинчен те сăмах пуçарнăччĕ. Темăна малалла тăсар.
Петр ЯЛУКОВ, Патăрьел районĕнчи «Батыревский» пĕрлĕх ертÿçи:
- Пирĕн тăрăхра çумăр лайăхах çурĕ, тăпрана нÿрĕк аванах хушăнчĕ, çавăнпа хире техникăна темиçе кун кĕртеймерĕмĕр. Ака уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне вăрлăха 30 гектар çинче кăна варăнтарма май килчĕ, пĕтĕм вăйпа акма-лартма çĕр хатĕрлеме тытăнаймарăмăр-ха. Пуш уйăхĕнче кăçалхи çураки пĕлтĕрхинчен маларах иртесси пирки шухăшлаттăмăр. Юлашки юр-çумăр ăна çу уйăхĕ патне çывхартатех пулĕ. Çĕрлехи сивĕ тăпрана хĕвелпе кирлĕ таран ăшăнма памарĕ. Иртнĕ кунсенче хĕвел пĕлĕт айĕнчен тухса та савăнтармарĕ. Хĕлле уй-хире юр сахал ларчĕ. Вăл ирĕлсе тăпрана сахалрах сăрхăнчĕ, çавăнпа çуркунне нÿрĕк саппасĕ пĕлтĕрхинчен сахалрах. Юрать, иртнĕ эрнесенче ăна юр-çумăр çуса пуянлатрĕ.
Марина КИТАРЬЕВА, Чăваш Енри гидрометеоцентр пайĕн ертÿçи:
— Пирĕн сăнав посчĕсенче кăçалхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен илнĕ тĕслĕхсем нÿрĕк саппасĕ 5-20 см тарăнăшĕнче нумай çул тĕпчесе палăртнă вăтам норма шайĕнчен кăштах çеç сахалраххине, çĕре 1 метр таран аннăçемĕн вăл хушăннине тата пĕлтĕрхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчи чухлех пулнине палăртрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем пурте тенĕ пекех: «Хĕлле юр сахал çурĕ, çавăнпа уй-хирте нÿрĕк сахал тытăнса юлчĕ», — теççĕ. Эпĕ пăртак тÿрлетесшĕн. Хĕл каçиччен çĕре нÿрĕк — ытларах йĕпе юрпа çумăр — çителĕклех ÿкрĕ. Сывлăш температури нумай чухне ăшă тăнăран юр майĕпен ирĕлсе çĕре сăрхăнчĕ. Кăрлач уйăхĕнче республикăн кăнтăр районĕсенче нÿрĕк нормăран нумайрах, ытти районта кăшт çеç сахалрах, нарăс уйăхĕнче вăл 1,5 норма чухлĕ ÿкнĕ. Юлашки вунă кунра республикăра çумăр çуса тăпрана лайăх витернине пурте куртăмăр. Пирĕн специалистсем районсенче нÿрĕк саппасĕн кăтартăвĕсене пĕлес тĕллевпе ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче иккĕмĕш хут тĕслĕх илчĕç, нÿрĕк саппасĕ нумай хушăннине çирĕплетрĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.