Комментари хушас

21 Ака, 2020

«Чăваш чунĕ йывăçра упранать»

Кашни халăхăн хăйĕн сăнарĕ пулмалла

Парк варринче Юпа ларать, ун çине «телей, юрату, ырлăх, сывлăх» тесе çырнă. Юпа тавра — Чул юпа, Кĕмĕл юпа, Пăхăр юпа, Ылтăн юпа. Килĕшÿ саккине карчăкпа старик тытса тăраççĕ. Çавăн пекех паркра пăлхарсене пĕрле чăмăртанă Вырăх паттăр кÿлепи, кĕреке вырăнĕ пур. Пĕтĕм ĕçе Никифор Наумов ăсчах концепцийĕпе тунă. Вячеслав Анатольевич каланă тăрăх, çак ĕçе пурнăçа кĕртес тĕллевпе виçĕ çул вăй хунă. «Пĕр ĕçе тума уйăх ытла кирлĕ. Кашни скульптурăна юманран ăсталанă, кĕреке вырăнĕ — хыртан. 2017 çулта юманран ăнчĕ. Ăна Шупашкар, Красноармейски, Муркаш, Вăрнар вăрманлăхĕнче ĕçлекенсем тупса пачĕç. Юлашки вăхăтра ку йывăçа касмаççĕ. Пĕрремĕш çул 5 юпа турăм, 2018 çулта — хапха, кĕпер, пил сакки, пĕлтĕр кĕреке, сĕтелсемпе пукансем ăсталарăм. Йывăçа чутлатăп, хĕртсе çунтаратăп, хырса тасататăп. Ĕçре бензопăчкăпа, шлифмашинăпа, стамескăпа усă куратăп», — каласа кăтартрĕ скульптор.

Унăн ĕçĕсенче чăваш мифологийĕ, тĕрри-эрешĕ, халăх кун-çулĕ, культури тĕп вырăн йышăнаççĕ. Красноармейскинчи ача-пăча паркне те çак стильпех илемлетнĕ. Чун çÿреве тухакансем валли юпасем хатĕрлет. Хăй те вĕсемпе пĕрле инçе çула пĕрре мар кайса курнă. Вырăнтах йывăçран юпа касса кăларнă. Пĕрремĕш юпана Тюмень облаçĕнчи «Чăваш тăвĕ» валли тунă. Сĕтелпукан, стелăсем ăсталать. «Хăшĕпĕри мăнукĕсем валли чуччу, юмахри паттăрсене, мультфильмри сăнарсене туса пама ыйтаççĕ. Юпасенче яланах тĕрĕ касса кăларатăп. Тĕрĕ чĕлхи — асамлă чĕлхе. Тĕрĕ — чăваш халăхĕн палли. Кашни халăхăн хăйĕн сăнарĕ пулмалла. Вăл палăксенче, кил-çуртра палăрмалла», — калаçăва тăсрĕ Вячеслав Эткер.

Йывăçран илемлĕ япаласем тăвас ĕçе вăл 1981 çулта пуçăннă. «Ун чухне эпĕ салтакраччĕ. Пирĕн хушăра тĕрлĕ республикăри ăстасем пурччĕ. Вĕсемпе пĕрле пирус туртмалли вырăн туни халĕ те асра. Хаçат-журналти çак ыйтупа çыхăннă материалсене касса илсе пухса пыраттăм. Вĕсене халĕ те упратăп. Шкул хыççăн Ишлейри заводра художник-оформительте ĕçлерĕм. 1984-1989 çулсенче пединститутра пĕлÿ илтĕм, дизайн, архитектура, скульптура вăрттăнлăхĕсене ăса хыврăм. Пĕрремĕш курсрах Валентина Милославская вĕрентекене тăрна ăсталаса парнеленĕччĕ, тепĕр çултан — икĕ упа. Чăваш халăх юмахĕсенчи сăнарсен скульптурисене туса диплом ĕçĕ хÿтĕленĕччĕ. Федор Мадуров мастерскойĕнче ăсталăха туптарăм. Унта ытларах хĕрлĕ пылчăкпа, пластилинпа ĕçлеттĕмĕр», — иртнине аса илчĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вячеслав Анатольевичăн ывăлĕ Алексей те ашшĕн çулĕпе кайнă. Йывăçран илемлĕ эрешсем ăсталанисĕр пуçне керамикăпа кăсăкланать, беседкăсем тăвать, ача-пăча лапамĕсем валли темĕн те хатĕрлет.

«Хамăрăн тĕне çухатас марччĕ»

Çÿлерех асăннă парк Юрий Туринге кил хуçалăхĕнче вырнаçнă. Хăйсем ăна керем теççĕ. «Керем» ăнлав карта тытса çаврăннă пахча тенине пĕлтерет. Киремет кати теме пулать. Тăватă çул каялла Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте çĕр илтĕм. Унти çурта хута ярсан яла пурăнма куçрăм. Пахчара керем валли те вырăн уйăртăм. Темиçе çул каялла Çĕрпÿре этнопарк тума пуçланăччĕ, анчах чиркÿ çыннисем хирĕç пулнипе ĕç пурнăçа кĕреймерĕ. Лартнă юпасене те кăларса ывăтнă. Çак хыпара илтсен хурлантăм, хамăн килте çакнашкал парк тума шухăш çуралчĕ», — калаçу пуçарчĕ чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăкланакан Юрий Данилович. Вăл — Чăваш наци академийĕн членĕ. Йăх-несĕлне 13 сыпăк таран тĕпченĕ. Хăйне евĕрлĕ хушамачĕ те ламран лама куçса пырать.

Юрий Туринге — Вăрнар районĕнчи Мăн Явăшран. Çемьере нумай ача пулнăран вăл пĕр тапхăр Куславккари интернатра пурăннă. Хăюлăхпа палăрнă каччă хими техникумĕнчен, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра сутуилÿре вăй хурать, республикăри предприятисене промышленноç таварĕсемпе тивĕçтерет.

«Пур халăхшăн та тĕнчере пĕр Турă пур. Ăна вара пурте хăйне майлă кураççĕ, хăйне кура палăртаççĕ. Кашни хăйĕн туррине пуç çапать. Чăвашсен тĕнĕ, ĕненĕвĕ çут çанталăкпа çыхăннă. Унра пурнăç философийĕ, халăх тавра курăмĕ палăрать. Шел те, чăвашсен авалхи тĕнĕ манăçа тухрĕ. Ăна чылай çул каяллах тĕп тунă. Çĕнĕрен чĕртсе тăратас килет. Чăваш — питĕ авалхи халăх. 5000 çул каяллах çуралнă. Чăвашсен ĕненĕвĕ ытти халăхран илнĕ ырă та лайăх пахалăхсенчен йĕркеленнĕ. Киремет — таса вырăн, анчах пурте ун пирки япăх шухăшлаççĕ, — сăмах çăмхине сÿтрĕ чăваш арĕ. — Керем — мăн асаттесене асăнмалли вырăн. Вĕсем çакнашкал сăваплă вырăнта пурăнаççĕ. Несĕлсен йăлипе чÿк пăтти пĕçерсе Юпа умĕнче Çÿлти Аслă Турра кĕлтăватăп, Киремете парнесем паратăп. Юпа — тĕнче тĕнĕлĕ. Ун тăрринче ăмăрт кайăк ларать. Унăн пĕр куçĕ ачашшăн пăхать, тепри — хаяррăн. Юнашар ама йывăç пур. Унта халĕ хăю çыхаççĕ. Кĕреке авалтанпах тăвансене пĕтĕçтерекен, пĕр-пĕрне туслаштаракан вырăн пулнă». Юрий Туринге халăх пуласлăхĕшĕн пăшăрханать. «Шел те, чăвашсен шучĕ, чăвашла калаçакансен йышĕ чакса пырать. Тăван чĕлхене, чăвашлăха халăх тĕнĕ, йăли-йĕрки упраса хăварма пултарать. Пĕлтĕр ман пата Самар тăрăхĕнчи чăвашсем килчĕç, чăвашла пĕлмеççĕ пулин те чăвашлăх туйăмне çухатман вĕсем. Халăх йăли-йĕрки, культури вĕсемшĕн питĕ паха», — кулянăвне пытармарĕ Юрий Данилович. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.