Комментари хушас

20 Ака, 2020

Чарсан та сунара тухнă

Коронавируса пула Чăваш Енре çуркуннехи сунар сезонне хупнă, сунарçăсем çакна йĕркеллĕ йышăннă. Çапах та пĕр çын пурпĕр пневматика пăшалĕпе /ахаль сунар пăшалĕнчен пени таçтанах илтĕнет, ку вара апла кĕрслетмест/ сунара тухнă. Ăна тытса чарнă, штрафланă.

Сунарçăсем тÿленĕ, анчах сезон хупăннине кура усă курайман патшалăх пошлинисемпе мĕн тумаллине вара Раççей Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви татса парĕ — унта уçăмлатма ыйтса çыру янă. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев шучĕпе, сунарçăсене илнĕ ирĕкпе кайран усă курма май памалла — çапла туни тĕрĕс пулĕ.

www.hypar.ru 

Николай КОНОВАЛОВ.