Комментари хушас

17 Ака, 2020

XVIII ĕмĕрти çĕвĕ машини халĕ те ĕçлет

Вĕсем çемйипех чăваш аваллăхĕпе, историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе интересленеççĕ. Йăх йывăçне те йĕркеленĕ. Çичĕ сыпăк таранччен тĕпченĕ. Чи пахи — хăйсен çуртĕнче тавра пĕлÿ музейне йĕркелени. Сăмахăм Шăмăршăра пурăнакан Валерий Юмановпа унăн çемйи çинчен.

«Эпĕ Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ. Мăшăрăм Нина Николаевна хамăр тăрăхранах, Пăчăрлă Пашьелтен. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕпе Валерий Яковлевпа манăн атте иккĕмĕш сыпăкри тетесем», — çапла пуçларĕ калаçăва Валерий Федорович. Профессипе вăл агроном та, инженер та. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă.

«Пирĕн йăхра Юман ятлă çын пулнă. Ĕлĕк ятран хушамат тунă. Çавăнтан пуçланса кайнă Юманов хушамат историйĕ. «Контактра» соцсетьре «Юман» ушкăн та пур пирĕн. Ăна ывăлăмăр Николай ертсе пырать», — тĕлĕнтерчĕ Валерий Федорович. Музее вĕсем 5 çул каялла йĕркеленĕ. «Пирĕн кивĕ япала нумай, кăларса ывăтма шел», — терĕ пĕррехинче тăванăм. Вара чăваш аваллăхĕпе çыхăннă япаласене пуçтарма шухăшларăмăр. Кĕçех хамăр çуртăн аялти хутĕнче музей уçрăмăр. Унта чăваш кăмаки вырăн тупрĕ. Ун умне ĕçлемелли япаласене хутăмăр. Унта — çăнăх алламалли хатĕр-хĕтĕр, ал арманĕ, уйран çÿпçи, пир тĕртмелли станок... Несĕлĕмĕрсен авалхи çи-пуçĕпе паллашма пулать. Музее шкул ачисем Шăмăршă районĕнчен, Тутар Республикинчен килсе курчĕç. Пушкăртстанран, Санкт-Петербургран, Нефтеюганскран килнĕ тăвансем паллашрĕç. Музее ачасене, мăнуксене хамăрăн историпе, культурăпа, йăла-йĕркепе паллаштарас, астăвăм хăварас тесе уçрăмăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн йăхран офицерсем йышлăн пулнă. Асатте вăрçăра çухалнă. Виçĕ ывăлĕ фронтра пулнă. Иккĕшĕ полковнике çитнĕ, вăрçăран икшер орденпа таврăннă. Музейре вĕсене халалланă кĕтес пур. Унсăр пуçне — ĕлĕкхи патефон, радиола. Асаннен качча кайнă чухнехи тупри — 18 ĕмĕрти çĕвĕ машини. Вăл халĕ те ĕçлет», — каласа кăтартрĕ Валерий Федорович. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.