Вăхăтлă та кирлĕ йышăну
РФ Конституцине çут çанталăка, тавралăха упрассипе те улшăнусем кĕртмелле.
Сергей ПАВЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ:
— Конституци Раççей Правительствине экологие сиен кÿрессине чакарма, çут çанталăк пуянлăхне, нумай евĕрлĕхне упрама сĕнет. Конституцин 114-мĕш статйине улшăнусем кĕртнин тĕп шухăшĕ çакăнпа çыхăннă та. Унта çакăн пек йĕркесем пур: «Раççей Правительстви çынсене пурăнма лайăх
условисем туса памалли, тавралăха хуçалăх е ытти ĕç-хĕлпе сиен кÿрессине чакармалли, çĕршыври çут çанталăка тата биологи нумай евĕрлĕхне упрамалли мерăсене пурнăçлать, граждансен экологи пĕлĕвне аталантармалли, вĕсене экологи культури енĕпе воспитани памалли условисем туса парать». Раççей — ĕçмелли шывăн чи пысăк саппасĕ упранакан тата хăйне евĕрлĕ тавралăхлă çут çанталăк çÿпçи.
Чăннипех вăхăтлă та хальхи пурнăçра уйрăмах кирлĕ йышăну. Унăн тĕп тĕллевĕ — килес ăрусемшĕн тата Раççей пуласлăхĕшĕн таса çут çанталăка сыхласа хăварасси.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.