Ĕçчен каччăран ĕç хăрать
Çуран чупасси — спорт тĕсĕсен патши теççĕ. Шăпах çак енпе аталантарать хăйне Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕн каччи Вячеслав Карпов. 8-мĕш класра кăна-ха вăл, анчах пухмачне тĕрлĕ наградăпа пуянлатма ĕлкĕрнĕ те.
Пĕрремĕш çитĕнÿ
— Пуçласа ăмăртăва районта 5-мĕш класра хутшăнтăм. Пĕрремĕш хутĕнчех 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Малтанах хам та ĕненмерĕм. Çакăн хыççăн шкулта тата ытларах хатĕрлентерме тытăнчĕç, — çитĕнÿ патне мĕнле утăмсем тунине аса илчĕ Слава. Вăл спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланать: гимнастика, волейбол секцийĕсене çÿрет, район центрĕнчи бассейнра шывра ишме те ĕлкĕрет. Унсăр пуçне арçын ача шкулта лайăх вĕренет, уйрăмах физикăна юратать. Çавăнпах унăн ĕмĕчĕ çирĕп. Слава техникăна кăмăлланă май çак енпех професси илме тĕллев лартнă.
Тĕллевĕ çирĕп
Ялта пурăнакан ача-пăчан, хуларипе танлаштарсан, ĕç нумайрах. Çакна Славик те пытармарĕ. Ашшĕнчен вăл пĕчĕклех тăлăха юлнине пула амăшне ытларах пулăшма тăрăшать. Аппăшĕсем Катя — кĕмĕл, Таня ылтăн медальпе шкултан вĕренсе тухса аслă пĕлÿллĕ ĕнтĕ. Шăллĕ вĕсенчен тĕслĕх илет, шкулта кăна мар, килте те пушă вăхăт тупса интернетра хушма пĕлÿпе паллашать, хăйне кăсăклантаракан предмета тата анлăрах шĕкĕлчет. — Çитес çул экзамен тытас яваплăх çинчен халех шухăшлатăп. Лайăх паллă илес килет, çавăнпа вĕренÿ пирки самантлăха та манмастăп. Вĕренме кĕме, хама спортпа та аталантарма темиçе çул каяллах тĕллев лартрăм, — терĕ маттур яш. Унăн кумирĕ — Александр Карелин спортсмен. Тĕнче чемпионĕ пек пулас килет Славăн. Чăтăмлăх, çирĕп кăмăл, тавçăрулăх — çак енсене яланах малти вырăна хурать каччă. Пĕлтĕр Вячеслав Карпов республикăра палăртнă дистанцие çĕр ытла арçын ача йышĕнче пĕрремĕш чупса тухнă. Çак çитĕнÿ валли вăл нумай хатĕрленнĕ. Ир-каç çуран чупнисĕр пуçне ура мышцисене тĕрлĕ гимнастикăпа çирĕплетнĕ. Кире пуканĕ йăтасси, турникран туртăнасси, отжимани тăвасси — унăн кун йĕркинче. Республикăра мала тухсан камăн вăя татах тĕрĕслесе пăхас килмĕ-ха? Вячеслав Карпов Хусанта Раççей шайĕнче иртнĕ олимпиадăран та япăх кăтартупа таврăнман. Тăван республикăрах иртнĕ Президент вăййисене те хутшăннă, район чысне хÿтĕленĕ.
«Эпĕ те вĕрентĕм»
— Славик кил-тĕрĕшре нумай пулăшать. Мăшăрăм вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки ывăл çине арçын ĕçĕ ир тиенчĕ. Хăй те яланах пулăшасшăн. Çемьере хĕрачасене те ĕçе ир хăнăхтартăмăр. Кĕçĕнни те аслисене итлет, хисеплет. 3-4 çул та пуль, Славик çулласерен хурăн çырли пуçтарма çÿрерĕ. Вăрман çывăхра пулни илĕртет ăна. Çырла сутса укçипе хăйĕн валли телефон туянчĕ. Патăрьел районне вăрлăх сухан çумлама, кăларма кайма та ÿркенмерĕ. Кăçал килте юсав ĕçĕ туса ирттертĕмĕр те, ывăлăм туххăмрах ĕçлесе илнĕ укçине тыттарчĕ. Çакă маншăн самаях пулăшу, — каласа кăтартрĕ Вячеславăн амăшĕ Алевтина Валерьевна. Паянхи лару-тăрăва пула ачасем дистанци мелĕпе вĕренеççĕ. Маттур яш уроксем вĕçленсенех пахчана тухать. Акă улмуççи вуллисене хурт-кăпшанкă ересрен ашкар шывĕпе шуратнă. Пăчкă тытса йывăçсене хăрăк туратран та хăех тасатать вăл. Ĕçчен каччăран ĕç хăрать. Çапла ывăлĕ амăшне савăнтарма май тупать. Çывăх çынни каласа кăтартнă тăрăх, Славик пĕчĕкренех харсăр та ăслă ÿснĕ. «Халĕ те пĕлместĕн-им-ха? Ку таранччен эпĕ те вĕрентĕм», — ача садне çул такăрлатнă чухнех çапла каланă сăвă пăхмасăр вĕренекен аппăшĕсене. Таньăпа Катя ун чухне шкула çÿренĕ, килти ĕç тунă. Малалла вулас...
Елена ЛУКИНА.