Комментари хушас

13 Ака, 2020

Медиксене, волонтерсене — пысăк тав!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура чирлисене пулăшас енĕпе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тăвакан врачсене, медперсонала тав турĕ.

Çавăн пекех çынсене пулăшас ĕçе кӳлĕннĕ волонтерсен ячĕпе ăшă сăмахсем янăрарĕç. Алла Салаева вице-премьер каланă тăрăх, республика ертӳçи пуçарнипе йĕркеленĕ волонтерсен пĕрлехи центрĕн йышĕнче паян 400 ытла çын. Резерв та пысăк. Вĕсене вĕрентессине, хӳтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Волонтерсен центрĕнчен çынсем пулăшу ыйтнин пине яхăн тĕслĕхне шута илнĕ. Çав шутра 600 яхăн тĕслĕхре карантинри çынсене апат-çимĕç, эмелсем леçсе панă.

Алла Леонидовна предприятсем те ыр кăмăллăх ĕçне кӳлĕннине пысăка хурса хакларĕ. РусГидро ИВЛ аппарачĕсем туянма — 5 миллион, «Пике» фабрика маскăсем валли 400 пин тенкĕ панă, «Альянс-авто» компани волонтерсен ĕçне тивĕçтерме 6 автомобиль уйăрнă. Предпринимательсем те айккинче юлмаççĕ. Калăпăр, вĕсенчен пĕри васкавлă медпулăшу ĕçченĕсене тӳлевсĕр апатпа тивĕçтерет. Теплица карантинри çынсене пахча çимĕç валеçет.

Çак тапхăрта пурте пĕр шухăшлă пулни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă май Олег Николаев Раççей Правительстви иртнĕ эрнере республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм планне çирĕпетни çинчен каларĕ. Çак план валли уйăракан укçа, ун шучĕпе, коронавируспа çыхăннă йывăрлăха çăмăллатмалли инструмент пулма та тивĕç. Тăватă çулта Чăваш Ен валли 5 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Çакă та — юлашки цифра мар.

«Хамăр тухăçлă ĕçлесен тата 5 миллиард тенкĕ илес шанăç пур», — терĕ Олег Алексеевич. Çавăн пекех вăл иртнĕ эрнере республикăна федераци бюджетĕнчен общество транспортне çĕнетме укçа парассипе çыхăннă йышăну çирĕпленнине те пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе — 1,17 миллиард тенкĕ ытла.

www.hypar.ru