Комментари хушас

11 Ака, 2020

Мăнкунра та килтех пулмалла

Регионта коронавирус сарăлассинчен сыхланас тĕллевпе республикăра Оперативлă штаб йĕркеленĕ. Унăн ĕç тăвакан ушкăнĕ ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче çынсем валли тӳрĕ лини йĕркеленĕ. Ыйтусем тупăнсах тăнине кура ушкăн ертӳçи, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева халăхпа çакăн пек хутшăнассине лару-тăру йĕркене кĕричченех тăсма йышăннă. Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче черетлĕ тӳрĕ лини иртрĕ.

Коронавируспа çыхăннă ĕç-пуçа МИХсем урлă уçăмлатсах тăраççĕ пулин те пайăр ыйтусем çав-çавах тупăнаççĕ-ха. Тӳрĕ линие шăпах çакăн йышшисен хуравне пĕрле шырама йĕркелеççĕ те. Ĕç ушкăнĕ вĕсене туллин хуравларĕ, РФ Президенчĕ палăртнă Указсене республикăра çĕр проценчĕпех пурнăçа кĕртессе шантарчĕ. Паян пурне те хумхантараканни — килтен тухса çӳреме чарни. Тĕпрен илсен, пĕтĕм калаçу çакăн тавра пычĕ темелле. Йĕрке паллă — килте лармалла. Шел те, ăна пăхăнман тĕслĕх çав-çавах йышлă. Чи пăшăрхантараканни, ашшĕ-амăшĕ хăй кăна мар, ачисене те урама çавăтса тухни. Вирус ертнисен йышĕ республикăра ӳссех пынине кура чире малалла сарăлма парас мар тĕллевпе малашне кунсерен патруль кăларма йышăннă. Вĕсен йышĕнче — администраци ĕçченĕсем тата йĕрке хуралçисем. Сăмах май, Шупашкар урамĕсемпе скверĕсене тĕрĕсленĕ май ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче кăна 100 протокол çырнă. Вĕсене пăхса тухмашкăн адмкомиссине ярса парĕç. Айăп шайне кура штраф виçине палăртĕç: 1 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран. Чирли вируса нумай çынна ертнĕ пулсан штраф 50 пин тенкĕ таран ӳсме пултарать е уголовлă ĕç пуçарĕç. Чи пысăк айăплав: 700 пин тенкĕ е 3 çул кирпĕч шутлама тивĕ. Ку — хăратни мар, кашнин пурнăçне сыхласа хăварас енĕпе тăрăшни.

Анчах та шута илмен самантсем пур пĕрех тупăнаççĕ-ха. Калăпăр, пĕччен пурăнакан çывăх тăванĕ патне кайнине епле ĕнентермелле патруле? Тăванлăха çирĕплетекен документ тата вăл чăнласах чирлĕ пулнине палăртакан справка кирлине палăртрĕç те, Алла Леонидовна çак шухăшпа килĕшмерĕ. Ку ыйту ăна хăйне те пырса тивет-мĕн. Тен, çавăнпах лару-тăрăва ансатлатма сĕнчĕ вăл — çумра паспорт кăна пулмалла. Хăйне хăй пăхса тăрайман тăван патне кайнине вара патруле сăмах вĕççĕн ăнлантарсан çитет. Ыйту çапах та татăлмасан «хĕрӳ лини» телефонĕпе шăнкăравламалла — пулăшĕç. «Шăнкăравлама кăна ан вăтанăр», — палăртрĕ Алла Салаева.

Çемьеллисене ачасене дистанци мелĕпе вĕрентесси, пособисем кăсăклантараççĕ. Интернет çыхăнăвĕ, чăн та, кăлтăксăр мар, анчах та чăрмавсене сирмешкĕн майсем тупаççĕ. Пособисене федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕн вăхăтра тӳлесе пырĕç. Пĕлтерĕшлĕ самант — документсене çĕнĕрен пухма кирлĕ мар. Çак кунсенче айккинчен килекенсене мĕнле йĕркепе кĕртеççĕ? Паллă ĕнтĕ, пурне те тĕрĕслесе çитерме май çук. Анчах çак граждансен карантин йĕркине пăхăн-са икĕ эрне изоляцире пулмалли йĕркене пăсма юрамасть. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Маргарита ИЛЬИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.