Комментари хушас

11 Ака, 2020

Çынсен кун-çулне тăсассишӗн пурăннă

"Малтанах аттен Анисим Лямуковăн кун-çулĕпе паллаштаракан сăн ӳкерчĕксене пĕр альбома пухма тĕллев тытнăччĕ. Кăштахранах шухăш улшăнчĕ. Манăн хамăн ĕçе истори пулăмĕсемпе, РФ Оборона министерствин, çемье, Благовещенск район больницин архив докуменчĕсемпе пуянлатас килчĕ. Çапла майпа çынсен пурнăçне тăсассишĕн ĕçленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ çинчен "Жизнь во имя жизни людей /воспоминания об отце/" кĕнеке çуралчĕ", — каласа кăтартать ывăлĕ Анатолий Анисимович.

Çарти фельдшер

Анисим Лямуков Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нишерте çуралнă. Çемьере асли пулнă. Ун хыççăн арçын ачасем Георгипе Александр тата хĕрачасем Соня, Валя, Аля çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ Петр Федоровичпа София Кирилловна çĕр ĕçĕпе аппаланнă.

Çĕрпӳри педагогика курсĕсем хыççăн 1938-1939 вĕренӳ çулĕнче çамрăк учитель Куславкка районĕнчи Кармăшри пуçламăш шкул ачисене пĕлӳ панă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Куславкка район çар комиссариачĕ урлă Харьковри çар медицина училищине вĕренме ямашкăн ыйту çырнă. Унтан экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăнă.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче училищĕрен вĕренсе тухакансем диплом илнĕ. Çакăн хыççăн Анисим Лямукова Хĕвел анăç çар округĕнчи аэродрома пăхса тăракан 78-мĕш батальон йышне илнĕ. Вăл çар фельдшерне вырнаçнă. Анчах темиçе кунранахТăван çĕршывăнАслăвăрçипуçланни çинчен пĕлтерни тĕнчене кисретнĕ.

Тăшман Мускав еннелле вирхĕннĕ. Вăйсем пĕр пек пулманран пирĕн çар чаçĕсен чакма тивнĕ. Çурла уйăхĕнче 78-мĕш батальонра чĕрĕ юлнисене урăх çĕре куçарнă. Анисим Петровича 251-мĕн стрелоксен дивизийĕн 919-мĕш полкĕн санитарсен взвочĕн командирне çирĕплетнĕ.

Тыткăнри тамăк

Юпа уйăхĕнче Вязьма хули патĕнчи хĕрӳ çапăçусем хыççăн Лямуков ертсе пыракан ушкăн йывăр аманнисене урапа çине йăтса хунă. Медпункта çул тытнăскерсене пĕр ял çывăхĕнче фашистсем çавăрса илнĕ. Пурте тыткăна лекнĕ.

Барака хупнă хĕрлĕ армеецсен пурнăçĕ тамăка çаврăннă. Анисим Петрович салтаксен суранĕсене çыхма бинт, зеленка ыйтмасăр пултарайман. Хăш чухне тăшман та хытă ӳкĕтленине кура кирлĕ çав хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.

1942 çулта Волхов фрончĕ Старица хулинчи тыткăна лекнисен лагерьне ирĕке кăларнă. Анисим Петрович та тăшман аллинчен хăтăлнă. Анчах унăн ыттисем пекех НКВД тĕрĕслевĕ витĕр тухма тивнĕ. Допрос ирттерекенсем Чăваш Ене Анисим Лямуковăн докуменчĕсене ыйтса янă. Шел те, тăшман Атăлçи тăрăхне бомба пăрахасси çинчен хыпар саракансен сăмахне чĕре çывăхне илсе ашшĕ-амăшĕ ывăлĕн докуменчĕсене çунтарса янă. Çавăнпах тĕрĕслев вăхăчĕ çур çула тăсăлнă.

Тăшмана хирĕç çапăçакансем çитмен. Çавăнпах çирĕп йĕркене улшăнусем кĕртсе офицерсене хăйсен "айăпне" каçарттарма май туса панă. Вĕсене хытă тĕрĕсленĕ хыççăн фронта янă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА хатӗрленӗ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.