Комментари хушас

10 Ака, 2020

Лăпланма иртерех-ха

Иртнĕ эрне Чăваш Еншĕн чăннипех те кăткăс пулчĕ. Коронавируспа çыхăннă лару-тăру кунран-кун çивĕчленсех пычĕ. Çитес эрне те ансатах пулас çуккине палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Оперативлă штабăн паянхи ларăвĕнче.

"Инфекцирен сыхланма çирĕп мерăсем йышăнма тиврĕ. Вĕсем усă кÿресси иккĕлентермест. Малашне те тимлĕхе çухатмалла мар. Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе, экономика аталанăвĕ чарăнса ларассинчен сыхланса ÿлĕмрен те витĕмлĕ ĕçлемелле", - терĕ республика ертÿçи.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, талăкра коронавируспа чирлисен шучĕ улшăнман. Тухтăрсем 800 ытла çыннăн сывлăхне сăнаса тăраççĕ. Чирлисене йышăнма виç çĕре яхăн вырăн хатĕрленĕ. Койкăсен шутне ÿстерме майсем тата та пуррине палăртрĕ министр. Виçĕ лаборатори ĕçлет, вĕсем анализсем илсе тĕрĕслеççĕ. Çитес кунсенче тепĕр лаборатори ĕçлеме пуçламалла. Виçĕ медицина учрежденийӗ изоляци мелĕпе ĕçлет. Тĕп хулари 2-мĕш больницăра лару-тăру йывăррине палăртрĕ министр. Кунта пациентсене те, унти ĕçченсене те, çав вăхăтра тухтăр патне пынисене те хупса хунă. Ларура çав çынсем валли психологи пулăшăвĕ йĕркелемеллине палăртрĕç.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăна ытти регионтан, çĕршывран 700 яхăн çын килнĕ. Роспотребнадзор управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская çав çынсенчен кашнин патне специалистсем çитнине, тивĕçлĕ мерăсем йышăннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех килтен сăлтавсăр тухса çÿрекенсемпе çирĕпрех пулмаллине палăртрĕç ларура. Режима çирĕплетнĕ хыççăн йĕркене пăсакансене явап тыттарма та пуçланă, протоколсем çыраççĕ. Çавăн пекех интернетра коронавируспа çыхăннă суя сăмах саракансене çирĕп айăплĕç. Ватă çынсене, йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене çак тапхăрта волонтерсем пулăшĕç.ЧР вĕренÿ министрĕ Сергей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ватăсене апат-çимĕç, эмелсем туянса пырса параççĕ.

Çавăн пекех волонтерсене Кăчăкă праçникĕнче, Мăнкунра Турра ĕненекенсене пулăшма явăçтарма сĕнчĕç. Митрополит чиркÿсене сахалрах çÿреме, килте кĕлĕ вулама сĕннине шута илсе волонтерсем ĕненекенсем патне сăвапланă кăчăкă турачĕсене леçсе парĕç.

"Пĕрле пĕр шухăшлă пулса тата ĕç-хĕле çирĕп йĕркелесе пырсан çак инфекцие çĕнтеретпĕрех", - терĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.