Комментари хушас

10 Ака, 2020

Форс-мажор каçарать…

Йывăрлăх нумай сферăра сисĕнет. Калăпăр, паян Раççейре туса кăларакан кашни 5-мĕш алăк — Чăваш Енри предприятисен тӳпи. Ĕçлейменнине кура вĕсен ертӳçисем рынока çухатас хăрушлăх пуррине палăртаççĕ, ытти регионти предприятисем пуç çĕклĕç. Çавăнпа — ĕçлемешкĕн ирĕк пама ыйтаççĕ.

Олег Николаев ку ыйтусене çывăх кунсенчех татса парассине çирĕплетрĕ. Çийĕнчен система йĕркелекен предприятисен федераци шайĕнчи списокне хатĕрлени çинчен каланă май экономика аталанăвĕн министрне унта пирĕн пысăк предприятисене кĕртмелли пирки асăрхаттарчĕ: «Трактор завочĕ кĕмесĕр юлас хăрăушлăх пур. Кĕртмеллех. Чан çапмалла. Кирлĕ тĕк — Мантуровран пуçласа Мишустин таранах». Чăрмавсем тухса тăрсан ку ĕçе хăй те хутшăнма хатĕррине пусăм тусах палăртрĕ.

Пассажирсене илсе çӳрекен транспорт пирки сăмах пулчĕ. Общество палатин представителĕ Сергей Яруткин палăртнă тăрăх, перевозчиксем лизингпа çĕнĕ автобуссем туяннă, лизинг компанийĕсем тӳлевсене каяраха куçармаççĕ, мĕншĕн тесен банксенчен укçа илнĕ — вĕсене тӳлемелле. Çавăнпа лизингпа туяннă транспорта туртса илессипе хăратаççĕ-мĕн. «Эпидеми иртĕ, çынсене илсе çӳремешкĕн вара транспорт пулмĕ», — пăшăрханать Анатолий Витальевич.

Çакнашкал çивĕчлĕх тĕп хулари троллейбуссем тĕлĕшпе те тухса тăнă. Алексей Ладыков сити-менеджер пĕлтерчĕ: изоляцие пула пассажирсен шучĕ 70% чухлех чакнă. Çавăнпа маршрутсем çине тухакан транспорт шутне те çурри таранах чакарма тивнĕ. Анчах унтан ытла чакараймăн, троллейбуссем пушăлла çӳреççĕ. Çавна пула троллейбус управленийĕ пуш-ака уйăхĕсенче çухатакан тупăш кăна 120 миллион тенкĕпе танлашĕ. Управленин вара хайхи лизингшăн тӳлемелле — çĕнĕ троллейбуссене çак мелпе туяннă.

Михаил Ноздряков шучĕпе, ĕç-пуç пассажирсене илсе çӳрекен транспорта туртса илесси патне çитмелле мар. Мĕншĕн тесен çак лару-тăру форс-мажорпа çыхăннă — ĕç-пуçа сăлтавлакан документсене пĕлсе хатĕрлесен çивĕчлĕхе сирме май пулĕ. Форс-мажор тенĕрен, Суту-илӳпе промышленноç палатин /форс мажор лару-тăрăвне çирĕплетекен документа шăпах çак тытăм парать/ президенчĕ Игорь Кустарин каланă тăрăх, çак кун тĕлне 119 предприятипе предприниматель палатăран форс-мажор сертификатне ыйтнă та ĕнтĕ. Ытларахăшне сертификат коммуналлă тӳлевсене, аренда укçине тӳлессине каяраха куçарма кирлĕ. Пĕр пайĕ хăйсем шантарнă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлайманнине çак документпа сăлтавласшăн. Палата кашни тĕслĕхе тĕплĕ тишкерĕ, кашнинех пулăшма тăрăшĕ. Игорь Владимирович иккĕленмест: сертификат ыйтакансен йышĕ çывăх вăхăтрах пысăк хăвăртлăхпа ӳсĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: