Комментари хушас

14 Раштав, 2013

Атте-анне, ай, пин сумлă...

“Лидия Изекеева юрлать”, - кĕрет хăлхана Чăвашрадио дикторĕн çепĕç сасси. “Кĕвви те, сăвви те Лидия Изекеевăн”, - пĕлтерет час-часах тĕрлĕ концертра конферансье. Çак ят тăтăшах илтĕнме пуçланине кура ăна редакцие чĕнес кăмăл çуралчĕ: кам-ха вăл çапах та - Лидия Изекеева? Ăçти хĕр пĕрчи? Мĕнле сывлăшпа тулса хăш çулпа утса çÿрекенскер?

Палăртнă вăхăта пÿлĕме сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ кĕрсе тăчĕ. Хамăрла тăпăлкка кĕлеткеллĕскер, пысăк куçлăскер, çыпăçуллă тăхăннăскер. “Лидия Изекеева”, - паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе. Вăхăта тăсмасăр тÿрех тĕпчеме пуçларăмăр хайхискерне.

“Шупашкар калаçать”

- Эсĕ сăвă хайланине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Мĕнле, хăçан çуралнă çак туртăм?

- “Шупашкар калаçать” - çак сăмахсем манăн чунра мĕн ачаран тымар янă. Çапла калани илтĕнсенех атте Николай Петухов пуканне радио çывăхнерех шуçтаратчĕ. Чăвашла калаçнине итлеме питĕ юрататчĕ вăл. Çак туртăм мана унран куçнă ахăртнех. Эпĕ 4-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра самана кăшт улшăнчĕ: Каçал та “калаçма” пуçларĕ. Питĕ хитре çыпăçтарса хураççĕ тата сăмахсене, ахаль калаçури пек мар. “Йăл кулса, ырă сунса алă парар пĕр-пĕрне...” - шăкăлтаттарать пĕррехинче хĕрарăм. Анне Нина Константиновна ĕçе иртерех каятчĕ, атте - каярах. Радио унпа пĕрле итлеттĕмĕр. Анне таврăннă çĕре вара манăн радио пекех хитре калаçма вĕренес килетчĕ, çавна валли ятарласа хатĕрленеттĕм.

Каярахпа, кăшт ÿссен, тантăшсем савнийĕсем, туйăмĕсем çинчен каласа кăтартма пуçларĕç. Çакна 5-6 йĕркен хут çине куçараттăм. Вĕсем, тен, пит çыпăçуллах та пулман-тăр, анчах тантăшăм Света, халĕ Сургутра пурăнаканскер, çав хут таткине упраса хăварнă. Хаклă пулнă-мĕн уншăн çав йĕркесем.

Çапла хут таткисем çинче çыраттăм малтанхи хайлавсене. Чуна тивекен сăвă аттене яланлăхах çухатсан, 1997 çулта, çуралчĕ. Ыратупа тулнăскер... “Атте çинчен” юрă Надежда Заводскова тивлечĕпе кун çути курчĕ. Эпĕ пултарулăх сукмакне такăрлатнă тăк тусăм анлă çул çине кăларчĕ. Вăл хавхалантарнипех “Анне чĕри”, “Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе” юрăсем халăх патне çитрĕç. Унтан иксĕмĕрĕн “Шупашкар калаçать” юрра радио гимнĕ вырăннех йышăнчĕç. Л.Гордеева, В.Клементьев, Н.Ĕнелпи, Диана, С.Королевский тата ытти юрăç репертуарĕнче чылай халĕ манăн сăвăсемпе кĕвĕленĕ юрăсем.

 

Сăвă хыççăн - сăвă, юрă хыççăн - юрă

- Санăн ĕç пултарулăх тĕнчипе пачах та çыхăнманнине пĕлетĕп. Мĕнле шайлаштарса пыратăн вĕсене?

- Ĕçре пуçа çĕмĕрттерме тивет, сăвă-юрă вара чун ыйтнипе пулса пырать. Ятарласа çырмастăп, чунран тухаканнине кăна. Çавăнпа та пĕри теприне чăрмантармасть.

- Пурнăçра хăвăн вырăнна тупнă, халĕ лăпланса хăйма кăна пуçтармалла. Эсĕ вара çаплах таçта тапăлтататăн. Мĕн канăçсăрлантарать сана? Гороскоппа кам эсĕ?

- Пулă эпĕ. Сивĕ шыва юрататăп, пĕр вырăнта тăма пултараймастăп. Тăватă стена хушшинче тăвăр мана. Чун илемпе тулнă, ăна ирĕклĕх кирлĕ - кăлармалла.

- Эсĕ “Хурăнташ” ушкăнпа туслине пĕлетĕп.

- Ку ушкăн Никитинсен черетлĕ “Янташĕнчен” çуралнă. Çемьерен уйрăлаканни ялан тенĕ пек çара тухать-çке. Никитин, автор правипе усă курса, хайлавĕсене яланах илсе юлать. Ячĕ те çукчĕ çамрăк ушкăнăн, юррисем те. Ĕçлес кăмăл кăна. Пулăшу ыйтма килчĕç те - пĕрле ĕçлерĕмĕр. Ятне те - “Хурăнташ” - хам тупса патăм, юррисене те. 5 уйăхра 8 юрă çыртăмăр та концерт йĕркелерĕç. Сăмах май, халĕ вĕсен репертуарĕнче манăн - 14 юрă. “Мĕн сунар тăвансене?” текенни Вакку йĕркелесе пыракан хит-парадра çур çул малти вырăнта тытăнса тăчĕ. Ушкăн ертÿçи пулма ыйтрĕç те - хирĕçлерĕм. Манăн музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ çук. Эпĕ вара ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнă.

 

Ир тăракан кайăк

- Санра тапса тăракан хĕрÿлĕх мăшăрна мĕнле витĕм кÿрет? Кулăшри пек пулса иртмест-и? Пĕр арçын мухтанать тет: “Эпĕ арăма тем тума та ирĕк паратăп - темиçе ĕçре вăй хума та, киле таврăнсан пĕçерме-çума-тирпейлеме те, ун хыççăн урама тухса вутă çурма та...” Лайăха çын хăвăрт хăнăхать вĕт...

- Çук, мăшăр енĕпе ăннă мана. Вăл та вĕри, анчах - цифра тĕнчинче. Шутлама пуçлать те... вĕçлемесĕр çывăрма та выртмасть. Хăйĕн ĕçне чунран парăннă вăл. Пирĕн çемьере арçын тата хĕрарăм ĕçĕ çине пайлас йăла çук, пĕрне те тиркеместпĕр, пурне те пĕрле пурнăçлатпăр. Пахчана вара манран та малтан тухать вăл, унта йăлт хăй йĕркелесе, ертсе пырать. Çавăнпа пирĕн пахча çимĕç питĕ ăнса пулать. Эпир кил ăшшине упрама тăрăшатпăр. Ачасене те çаплах вĕрентнĕ - ĕç хыççăн малтан киле çитмелле. Кун епле иртнине çемьепе пĕрле сÿтсе явнă хыççăн юлташсем патне кайма та юрать...

- Шăпах ачăрсем çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ-ха. Хăв Каçал пики, мăшăру - Елчĕк районĕнчен. Сирĕн тăрăхра харсăр, чĕрĕ, вĕри çынсем пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ачăрсене мĕнле те пулин витĕм кÿнĕ-и çакă?

- Паллах. Вĕсем те хамăр пекех. Вырăн çинче йăванма хăнăхман - “ир тăракан тутă пулать” каларăшпа ÿстернĕ ывăлăмăрсене. Калăпăр, вĕсем шкулта вĕреннĕ чухне больницăна анализсем пама каймалла. Унта 8 тĕлне çитмелле пулсан эпир 7.30 сехетре больницăран тухатпăр та ĕнтĕ. Пĕрремĕш урока та çитеттĕмĕр. Ачасене мĕн пĕчĕкрен чĕрĕлĕхе хăнăхтарнă. Ĕç алă çумне çыпăçманнине те ăнлантарнă. Коля 4-мĕш класс хыççăнах листовкăсем салататчĕ. Çуллахи каникулта ывăлсем нихăçан та ĕçсĕр ларман. Спортпа туслă вĕсем. Юлташĕсем те, вĕсем вара иккĕшĕн те питĕ нумай, хăйсем пекех - туртмаççĕ, ĕçмеççĕ.

Асли Иван 25 çула çитрĕ халĕ. Шупашкарта икĕ аслă шкулта вĕренчĕ. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те шут енĕпе ĕçлеççĕ, Питĕрте пурăнаççĕ. Кĕçĕнни Николай 20 тултарать, Вольск çар академийĕнче иккĕмĕш курсра ăс пухать.

 

Тăван чĕлхе сипетлĕхĕ

- Нумаях пулмасть Николай чăвашла тап-таса юрланине итлесе тĕлĕнтĕм. Акцентсăр. Ялта ÿсмен-тĕр? Чăвашлăха упрамалли çинчен кашни кĕтесре кăкăр çапса какăлтатса çÿрекенсен ачисем те тăван чĕлхепе пĕр сăмах та пĕлмеççĕ те...

- Çук, ачасене хамăртан уйăрман. Çемьере чăвашлах калаçатпăр эпир. Коля 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех чăвашла юрларĕ. Çакна, чăн та, пурте пĕлсех кайман. Тăвансен ывăлĕ авланнă чух парне-юрă хатĕрлерĕ. “Николай Изекеев юрлать” тенине илтсен пурте тĕлĕнсех кайрĕç. “Саншăн çеç” текеннине туйра виçĕ хутчен юрлаттарчĕç. Ка-айрĕ вара! Мĕн çырнипе кăсăклансах тăрать, юрă килĕшсен ăна никама та парасшăн мар. Манăн 24 юрра çапла хăйне валли хăварчĕ. Вăл чăвашла калаçнинчен хам та, тепĕр тесен, тĕлĕнетĕп-ха - хамăр калаçура усă курман сăмахсене те илтетĕп те унран. Калăпăр, шăнкăравлать те ыйтать: “Мĕн тăватăр-ха, халап çапатăр-и?” Килте кун пек калаçмастпăр-çке... Ачамсем чăвашла пĕлнишĕн савăнатăп кăна.

 

Туйăмран - сăмах

- Арçынпа телей тупас тесен хĕрарăмăн мĕнле пулмалла сан шухăшпа?

- Тĕрлĕ енлĕ пулмалла. Тĕрлĕ туйăма тата арçынсенчен пире мĕн кирлине шалта пытарса пурăнмалла мар - йăлт каламалла, калаçмалла. Арçын экстрасенс мар вĕт, пирĕн шухăша вулама пултараймасть. Туйăмсене сăмаха куçармалла. Унсăр пуçне арçынна мухтамалла, вăл паттăр, вăйлă пулнине каласах тăмалла, хăв унпа мăнаçланнине пĕлтермелле. Пире çакна тума вĕрентмен, анчах та пурнăçра çитмест çакă.

- Эсĕ телейлĕ хĕрарăм-и?

- Кун пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Упăшка аттенех пăхнă тейĕн. Ун çумĕнче ăшă мана. Çакăн пек мăшăр çакланни ачасемшĕн питĕ вырăнлă пулчĕ.

- Санран мĕн пирки ыйтмарăм пек туйăнать? Пирĕн вулакана тата мĕн калас килет?

- Пуласлăх çинчен. Пирĕн çемье ăшши, çирĕплĕхĕ ниçта та çухалмасть тесе шухăшлатăп. Çак ĕмĕтпе пурăнатăп. Пурсăра та çакнах сунатăп.

 

КĔСКЕН

  • Турра ĕненетĕн-и?

Ĕненетĕп. Чиркĕве çÿретĕп. Ачасене Турра тав тума вĕрентетĕп.

  • Çынри мĕнле енсем тивĕçтермеççĕ сана?

Ăмсану, вăрттăнлăх, вĕçкĕнлĕх çÿçентерет.

  • lТĕн вĕрентнĕ пек пуриншĕн те каçарма пултаратăн-и?

Ман чунра япăххи валли вырăн çук, ырă туйăм ытларах. Ырă усала çĕнтерессе ĕненетĕп.

  •  Пĕр енчен çупса ярсен тепĕр енне çавăрса парăн-и?

Ун пекех çаптарас килмест-ха тата... Ан çапчăр тесе тăрăшатăп...

  • Ачана воспитани панă май алла пиçиххи тытмалла тесе шухăшлатăн-и?

Пиçиххи тытма мар, кăшкăрса та курман. Çапах та хĕр патĕнчен те аслă ывăлăм, сăмахран, каçхи 10 сехетре киле таврăнатчĕ.

  • Май пулсан тĕнчен хăш кĕтесĕнче тĕпленнĕ пулăттăн?

Таçта та çитсе курнă, Чăваш Енрен пахи çук. Шупашкарта вара тăван çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчен ниçта та куçмăттăм.

  • Эсĕ машинăпа çÿрекен çын. Çул çинче мĕн улăштарăттăн?

Салон туллиех пассажир ларса пынă чух водитель телефонпа калаçса тата питĕ пысăк хăвăртлăхпа пыни вĕчĕрхентерет. Çын пурнăçĕ çинчен шухăшламаççĕ.

  • Паян хĕрарăм влаçра та хастар. Эсĕ ăнсăртран-кĕмсĕрт Президент пулса тăрсан чи малтан мĕнле саккуна алă пусăттăн?

Влаçри хĕрарăм, каçарччăр та мана, пиçсе çитмен çăкăр пек туйăнать тепĕр чухне. Арçын - мухтавлă, вăйлă, маттур, влаçра ăнах курас килет. Тепĕр чух сĕтел çапса вăрçмалли те тупăнать - хĕрарăма пысăк йыш тилхепине тытса пыма çăмăлах мар-çке. Чиперуксем килте хуçаланччăр.

  •  Хĕрарăмра паян мĕн çитмест пек туйăнать?

Çепĕçлĕх.

  • Хăна кĕтме юрататăн-и?

Питĕ юрататăп. Пирĕн алăк тăван-пĕтеншĕн, тус-юлташшăн яланах яри! уçă. Анчах эрех шыв пек юхать тесе ан шухăшлăр, пирĕн сĕтел çинче тĕп вырăнта - сăмавар.

  • Мĕнпе сăйлатăн хăнасене?

Пирĕншĕн тĕслĕх - атте-анне сĕтелĕ. Вĕсен мĕн пулнă, эпир те çавнах хатĕрлеме тăрăшатпăр. Шăрттан, какайран хатĕрленĕ ытти апат-çимĕç, хур-кăвакал - уяв сĕтелĕ çинче яланах вырăн тупаççĕ. Атте-анне пуян кăна мар, илемлĕ сĕтел хатĕрлетчĕ. Çав илем манăн чунра та упранса юлнă.

Рита АРТИ калаçтарнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.