Вăрнарсем тасатма пуçласса кĕтеççĕ
Вăрнар поселокĕнче пурăнакансене промышленноç предприятийĕсенчен, вĕрентÿпе социаллă пурнăç объекчĕсенчен, пурăнмалли çурт-йĕртен юхса тухакан таса мар шыв пăрăхĕсен коллекторне тата ăна тасатакан сооруженисене хăçан туса пĕтересси кăсăклантарать.
Вĕсене хута ярсан шĕвĕ каяша тасатассине çĕнĕлле йĕркелесе ярассине пĕлеççĕ çынсем. Ку проекта еплерех пурнăçа кĕртнине ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пайăррăн тĕрĕслесе тăрать. Паян Правительство çуртĕнче федерацин «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçсене графикпа килĕшÿллĕн тăвас ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта республикăн строительство министрĕ Александр Героев, çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев, Вăрнар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев /видеоçыхăну мелĕпе/, коллектора тата тасату сооруженийĕсене тăвакан подряд организацийĕн представителĕ хутшăнчĕç.
Строительствăна 2019 çулхи çĕртме уйăхĕнче пуçланă, ĕçсен 65% тунă, подрядçăпа çирĕплетнĕ договорпа килĕшÿллĕн вĕсене кăçалхи чÿк уйăхĕнче вĕçлемелле.
— Строительсем сăмаха çилпе вĕçтермĕç-ши, объекта палăртнă вăхăт тĕлне хута ярĕç-ши? — кăсăкланчĕ Олег Николаев.
Подрядçă представителĕ пĕлтернĕ тăрăх — пĕлтĕрхи тĕллевсене графикпа килĕшÿллĕн пурнăçланă, кăçал та ăна пăхăнса тăрăшаççĕ. «Объекта çанталăк шăнтма пуçличчен хута яратпăрах. Ĕçсене чăрмантарма пултаракан чăрмавсене курмастăп», — терĕ вăл.
Регион Ертÿçине тасату сооруженийĕсемпе тата коллекторпа мĕнлерех усă курасси халех кăсăклантарать. Александр Воробьев федерацин «Экологи» наци проектне пула Вăрнарсем хыснаран 407 млн тенкĕ илнине, тасату сооруженийĕсемпе оборудование сиен кÿмесĕр усă курмаллине палăртрĕ.
Сăмах мĕн çинчен пырать-ха? Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчен тата Çусăрлатнă типĕ сĕт заводĕнчен шĕвĕ каяша малтан ятарлă хатĕрсемпе тасатмасăрах кăларса ярсан сооруженисене йĕркерен кăларма пултараççĕ. «Чÿк уйăхĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Асăннă предприятисен хăйсен каяшне норматива тивĕçтермелле. Ыйтăва мĕнле татса пама шухăшлаççĕ?» — кăсăкланчĕ А.Воробьев.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорĕ Николай Аливанов тата Çусăрлатнă типĕ сĕт завочĕн представителĕ хура шывран çăва тытса юлакан ятарлă оборудованисене кăçалхи çĕртме-çурла уйăхĕсенчен кая хăвармасăр ĕçе кĕртессине пĕлтерчĕç.
Олег Николаев строительство ĕçĕсен графикне çирĕплетме, палăртнă тĕллевсене унпа килĕшÿллĕн еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăма хушрĕ. «Объекта хута янă чухне нимле çивĕч ыйту та тухса тăмалла мар», — терĕ.