Çыру килсен те упăшки вилнине ӗненмен
Нимĕçсем Ржев хулинчен 50 çухрăмра вырнаçнă Оленино поселокне 1941 çултах пырса кĕнĕ. Халăх ниçта тарса ĕлкĕреймен. Вара пуçланнă тискер самана... Парти çыннисене, еврейсене чи малтан персе е çакса вĕлернĕ. Фашистсем кашни кил-çурта тустарса çаратнă, аркатнă...
Эшелон патне — хырăмпа шуса
Ку историе Шупашкарта пурăнакан Мария Деткова кĕнекерен, кинофильмран мар, хăй чăтса ирттернинчен, çывăх çыннисем каласа панинчен пĕлет. Ашшĕне Василий Горина вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта илсе кайнă. Ун чухне Мария 2,5 çулта пулнă. Арăмĕ Татьяна Никаноровна виçĕ ачипе юлнă. Пĕчĕк çуртра вĕсемпе пĕрле Таньăн йăмăкĕ ывăлĕпе пурăннă — вĕсен пӳртĕнче нимĕçсем хуçаланнăран аппăшĕ патне килнĕ. Хĕрсене, çамрăк хĕрарăмсе- не Германие ĕçлеме илсе кайнă. Татьяна Никаноровна пĕр йăмăкне хăтарса хăварнă. Нимĕçсем ун патне килнĕ çĕре питне хăрăм- па сĕрнĕ, çĕтĕк-çурăк тумлантарнă, тиф тесе улталанă. Çак чиртен хăранипе фашистсем ăна тĕкĕнмен. Тепри Германи нушине курнă, вăрçă хыççăн чĕрĕ таврăннă.
Тыткăна лекнĕ поселока Совет çарĕ хăтарма тăрăшнă паллах. Вĕсене партизансем те пулăшнă. Е пирĕннисен аллинче, е нимĕçсем ярса илнĕ... Çĕрле те, кăнтăрла та бомбăсем ӳксе çурăлнă. Пĕрре Татьяна Никаноровна пӳрте кĕнĕ те кĕçĕн хĕрĕ Мария витĕннĕ утиял çинче кантăк ванчĕкĕсем асăрханă. Бомба пăрахнă чухне сывлăш хумĕ пӳрт чӳречисене çĕмĕрнĕ. Хăранипе кăвакарса кайнă ачана утиял айĕнчен туртса кăларнă. Çавăн чухне Мария чутах вилмен.
Икĕ çамрăк хĕрарăм пурăнакан кил-çурта çапăçуран таврăннă ӳсĕр нимĕç салтакĕсем усал шухăшпа пыркаланă. Килтен çемйипе тухса тарса пытаннă. Никам та çуккине кура пушă пӳртре фрицсем перкелешӳ пуçланă. Ирхине вĕсем тухса кайсан тин хуçисем таврăннă.
Поселокпа юнашарах чукун çул иртнĕ. Пуйăссем çине тăтăшах бомба пăрахнă. Тӳнсе кайнă апат-çимĕç эшелонĕсем патне ачасем хырăмпа шуса çитсе çимелли шыранă. Нимĕçсем çакна курсан персе пăрахма пултарнă. Анчах выçлăх тем тума та хистет: Марийăн аппăшĕ 7 çулти Нина хăра-хăрах эшелонсем патне кайнă. Нимĕçсем выльăх пырши-пакартине, пуç-урине çимен. Урам урлă пурăнакан фрицсем лаша е урăх чĕр чуна пусасса Татьяна Никаноровнăн ачисем те сыхласа тăнă. Нина вĕсем патне ыйтма кайсан çимелли мĕн те пулин илсе килнех. Фрицсем Горинсен ĕнине персе вĕлерсе çинĕ, ытти выльăха та илсе кайнă. Килти çĕвĕ машинине те хăварман.
Амăшне сыватассишĕн…
1942 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕ — поселока /халĕ вăл хула ĕнтĕ/ нимĕçсенчен ирĕке кăларнă кун. Унта пурăнакансем кашни çулах паллă тăваççĕ ăна. Ржев патĕнчи хăрушă çапăçусем иртнĕ вырăнсенче шыравçăсем халĕ те салтаксен виллин юлашкийĕсене тупаççĕ.
Нимĕçсем кайнă хыççăн çынсем ирĕккĕн сывласа янă. Анчах тата хăрушăрах выçлăх хуçаланнă, чирлесе вилекен нумайланнă. Акма вăрлăх юлман. Çĕр улми çитмен, хуппине пĕçерсе çинĕ. Ун хыççăн Мария ăшĕ пăтраннипе хăснă. Мĕн юрăхлă, çавна ăша янă, вăл шутра — курăк та. Татьяна Никаноровна çĕре чавса пытарнă лайăхрах япалисене, ылтăн çĕррине илсе Украинăна тырă патне тухса кайнă. 3 михĕ туяннă вăл. Пуйăсран пуйăса ларнă чухне ăна çаратнă. Киле пĕр михĕпе тата... грушăпа таврăннă. Ачисене савăнтарас тесе хăйĕн тем пек тутанас килсен те çимен пуль. Анчах груша çĕрме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Кун хыççăн хĕрарăм чĕрепе питĕ вăйлă аптăраса ӳкнĕ. Пурнăçĕ ачисен куç умĕнчех сӳнсе пынă. Ăна облаçри хула больницине вырнаçтарас тесе тухтăра юлашки пурлăха — ылтăн çĕрре — панă. «Нимĕçсенчен пукане юлнăччĕ. Ăна эпир вĕсем пурăннă çуртра тупнăччĕ. Тĕлĕнмелле хитреччĕ вăл, куçĕсем выляççĕ, тумĕ капăр. Тухтăр çав пукане çине куç илмесĕр пăхрĕ. Анне ăна парса яма ыйтрĕ. Пуканешĕн питĕ хытă кулянса макăртăм», — чунне ыраттарса калаçрĕ Мария Васильевна. Хулара амăшĕ хваттере кĕнĕ. Больницăна выртиччен пĕр уйăх унта пурăннă. Хваттер хуçине Татьяна Никаноровна карт пăрахса юмăç пăхни тĕлĕнтернĕ, йăлт тĕрĕссине каланăн туйăннă. Çапла майпа ăна укçа ĕçлесе илме сĕннĕ. Татьяна Никаноровна çынран укçа ыйтайман. Юмăç пăхнăшăн парса хăварнă «кĕмĕле» хваттер хуçи илнĕ, унпа çимĕç туянса чирлĕ хĕрарăма тă- рантарнă. Çапла йывăр самантра çак пултарулăх ăна питĕ пулăшнă. Больницăра сипленнĕ хыççăн та виçĕ ача амăшĕ чĕрепе нушаланма пăрахман. Малалла вулас...
Алина ИЗМАН.