Комментари хушас

9 Ака, 2020

Паттăрсене асра тытмалла

Кăçал Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Шел те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулса иртнине урăхла çавăрттарса çыракансем, Совет Союзĕн халăхĕн паттăрлăхне тивĕçлипе хакламаннисем пур. Пурнăç малалла пырать, лару-тăру улшăнать. Пирĕн иртнине манмалла мар, мăн асаттесемпе мăн асаннесен, мăн кукаçисемпе мăн кукамайсен паттăрлăхне асра тытмалла.

Раççей Коснтитуцине йышăннăранпа чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ. Çĕршывăн Тĕп саккунне тÿрлетÿсем кĕрте палăртнă. РФ Патшалăх Думи истори чăнлăхĕн хÿтĕлевне çирĕплетесшĕн. «Раççей Федерацийĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене манмасть. Халăх паттăрлăхĕн пĕлтерĕшне чакарни пулмалла мар», - палăртнă документра.

ШУХĂШ

Виктор СОРОКИН, «Георгий хăйăвĕ» отряд командирĕн заместителĕ:

- Ку тÿрлетÿ кирлех. Пĕрремĕшĕнчен, истори чăнлăхне упраса хăвармалла. Иккĕмĕшĕнчен, çамрăксен паха пĕлÿ илмелле. 2013 çулта Владимир Путин Правительствăна хушу панипе Раççей историйĕн курсĕн пĕрлехи концепцийĕпе учебниксем кăларчĕç. Çакă иккĕлле ăнлантарнинчен хăтăлма пулăшать. Хальхи шкул ачисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки питĕ сахал пĕлеççĕ. Ку енĕпе пĕлĕве тарăнлатмалла, çапăçусем хăçан иртнине, унта миçе салтак хутшăннине манмалла мар. Çамрăксем паллă çар пуçĕсене асра тытаççĕ-и? Нумай нациллĕ çĕршыв Çĕнтерĕве çывхартассишĕн мĕнле асап витĕр тухнине пĕлмелле. Паттăр салтаксем çутă пуласлăхшăн пуç хунă. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Раççейре çулсерен «Астăвăм вахти» иртет. Шырав отрячĕсем экспедицие каяççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Георгий хăйăвĕ» отрячĕ те ку ĕçрен юлмасть. Кăçал коронавируса пула экспедици пулмасть. Çулла отрядпа Калуга облаçне çитессе шанатăп.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.