Комментари хушас

8 Ака, 2020

Акана тухнă

Çак кунсенче Вăрнар районĕнчи хирсем те хăватлă техникăпа тулнă. Чи малтан ака-сухана «Мураты», К.Маркс ячĕллĕ, «Знамя» ЯХПКсемпе «Санары» агрофирма, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, В.Павлов фермер хуçалăхĕнче тытăннă.

Хальхи вăхăтра районта çурхисем 400 гектар ытла йышăннă. «Мураты» ЯХПКра ку ĕç уйрăмах лайăх пырать.

Кăçал Вăрнар районĕнче 17,5 пин гектар çинче çурхи культурăсем акса хăвармалла. Çĕр ĕçченĕсем çуракине вăхăтра ирттерсе ярасшăн.

www.hypar.ru Лариса Никитина сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Рубрика: