Комментари хушас

6 Ака, 2020

Интернетпа усӑ куракансем тата телевизор куракансем нумайланнӑ

Шкул ачисемпе техникум студенчĕсем дистанци мелĕпе вĕренме пуçланă.

Тунтикун ирхине Шупашкарти çак ĕçе тивĕçтерекен «Сетьри хула» тытăм чăхăмланă-мĕн, анчах чăрмавсене сирнĕ. Информполитика министрĕ Михаил Анисимов чăрмав çав системăпа усă куракансен йышĕ питĕ пысăккипе сăлтавланни çинчен каларĕ. Тĕрĕссипе, ку асăннă системăна кăна пырса тивмест.

Çак кунсенче халăхăн пысăк пайĕ килте ларнине кура интернетпа усă курассин трафикĕ те 30% хушăннă-мĕн, телевизор пăхасси вара вунă хут /!/ пысăкланнă.

www.hypar.ru