Комментари хушас

3 Ака, 2020

Вăрçăран хăрах урасăр таврăннă

Василий Александрова Çĕнтерӳ кунĕччен пĕр эрне юлсан амантнă

Хĕвел анăç Украина, Польша, Германи... Çак çулпа утса Василий Александров Берлина çитнĕ. Нимĕç фашисчĕсем ярса илнĕ ял-хулана ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Ялав, I степень Тăван çĕршыв вăрçин икĕ хутчен орденĕсене, «Берлина илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медале тивĕçнĕ.

Аса илӳсем сарăхмаççĕ

Хальхи вăхăтра 94 çулти ветеран Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнче кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Вăрçăран сулахай урасăр таврăннă вăл. Протезпа çӳрет пулин те Василий Александрович вăр-вар, хăйне çирĕп тытать, кăмăллă калаçать. Ачалăхне, вăрçă çулĕсенчи пурнăçне аса илнĕмай вăл шкапран сарăхнă хут тĕркемĕсене кăларчĕ.

Куçăм илемлĕ алăпа çырнă йĕркесем тăрăх чупма пуçларĕ. Вуланăçемĕн ветеран пурнăçĕнчи самантсем пĕрин хыççăн тепри ӳкерчĕкленсе тухма пикенчĕç. Акă, ачасем колхоз хирĕнче суха тăваççĕ... Унтан салтак юрри илтĕнсе каять: сухалĕ те шăтса ĕлкĕреймен каччăсене вăрçа ăсатаççĕ... Çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет: нимĕçсем пĕр шелсĕр вут-çулăм сапалаççĕ... Василий Александрович çав хут тĕркемĕсенче хăйĕн пурнăçĕ çинчен çапла чуна пырса тивмелле çыра-çыра хунă. Тетрадь листисем çулсем иртнĕ май сарăхнă пулин те шăрçа евĕр сас паллисенчен ярăмланнă йĕркесем иртнине паян кун та чĕррĕн упраççĕ.

Ĕçре пиçĕхнĕ чăваш ачи

Вăрçă пуçланнă çул Василий Александрович çичĕ класс пĕтернĕ. Тӳрех колхоз ĕçне кӳлĕннĕ. «Шкулта вĕреннĕ чухне те каникул вăхăтĕнче колхозра ĕçленĕ. Çурлапа тырă вырма та тивнĕ, лавпа кĕлте те турттарнă, молотилка хыççăн тухнă улăма ура тума та сĕтĕрнĕ», — ветеранăн ачалăх кунĕсем çав çулсенчи вун-вун ачанни евĕрлех ĕçпе çыхăннă. Ача тесе никам та шеллесе тăман вĕсене. Ялта арçын сахалланса юлнăран çитĕннисен тумалли ĕçе те пурнăçлама тивнĕ. Патшалăх валли Канаша тырă леçме каймалла-и, Елчĕкрен Канаша çăнăх турттармалла-и, Атăл леш енчен МТС валли краççын илсе килмелле-и — йăлтах çан-çурăмĕ хытса çитеймен яшсем çине тиеннĕ.

«Вăрçă пуçланнă çулхи кĕркунне, чӳк уйăхĕнче, ялти ĕçлеме пултаракан халăха траншейăсем, окопсем чавма, дзотсемпе блиндажсем тума илсе кайрĕç. Вĕсем патне апат-çимĕç леçеттĕмĕр. Раштав, кăрлач, нарăс, пуш уйăхĕсенче ир пуçласа каçчен ĕçлерĕç вĕсем. Хӳтĕлев сооруженийĕсене кĕске вăхăтра чавса пĕтермелле пулнă. Каярахпа салтака илмен арçынсене, ача-пăчасăр хĕрарăмсемпе хĕрсене Йĕпреç, Буинск енне вăрман касма илсе кайрĕç. Унта апат-çимĕç, лашасемвалли фураж турттартăмăр, — аса илчĕ Василий Александрович. — Куславккана Атăл çинчен тăвар илме те сахал мар кайнă. Çынсене тата çав çулсенче «Зеленодольск — Чĕмпĕр» чукун çула тума та илсе кайнăччĕ. Пирĕн ялсем Яманкасси патĕнче автоçул та тунă».

1941-1942 çулхи хĕл питĕ сивĕ пулнă. «Лаша кӳлнĕ чухне алă пăрланатчĕ», — калаçăва тăсрĕ Василий Александрович. Каярахпа ялта лайăх лашасем те юлман: фронта ăсатнă. Кастарнă вăкăрсене кӳлме вĕрентнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.