Çĕнĕ Шупашкар çулĕ çине тӳртен тухмалли вырăн кирлӗ
Çĕнĕ хулара харăсах икĕ çула хута ямалла — ĕçсене юпа, чӳк уйăхĕсенче вĕçлемелле. Пĕри 23 миллион тенкĕлĕх — 0,3 километр тăршшĕ, тепри 54 миллионлăх — 0,6 километр ытларах. Алексей Ладыков сити-менеджер пытармарĕ: çулсенчен пĕрин валли подрядчик тупасси такăнтарнă иккен — строительсем килĕшесшĕн мар.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева Çĕнĕ хула таврашĕнчи çулсен планĕпе паллаштарнă май строительство министрĕ Александр Героев çак территорие Шупашкар заливĕпе çыхăнтармалли çул схемине те кăтартрĕ. Вăл залив патĕнчен пуçланмалла та Çĕнĕ хула патнех çитмелле, ПАИ посчĕ тĕлĕнче Çĕнĕ Шупашкара каякан аслă çулпа çыхăнмалла. Сĕнтĕрвăрри çулĕн дублерĕ пулмалли çак çул строительстви, паллах, çитес çулсем валли, анчах ăна тăвассине асра тытмаллах — «Хĕрлĕ линие» кĕрекен территорисене йышăнма юраманни те ăсра пулмалла.
Олег Николаев Çĕнĕ хулара та хайхи Çĕнĕ Шупашкар çулĕ çине тӳртен тухмалли вырăн кирлине палăртрĕ. Тĕрĕссипе, ăна проектлаççĕ ĕнтĕ. Анчах кунта та малтан аслă çула республика харпăрлăхне куçарассине татса памалла, унсăрăн проект та экспертиза витĕр тухаймĕ.