Комментари хушас

2 Ака, 2020

Сыхланнине нимĕн те çитмĕ

Паян ЧР Ял хуçалăх министерствинче Правительствăн чĕр чунсен ерекен чирĕсене хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту — республикăра кайăк грипĕ, Африка чуми сарăласран сыхланасси. Кăнтăртан вĕçсе килекен тискер кайăксем чир-чĕр сарма пултараççĕ. Çавна май уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хушма хуçалăхсенче чăх, кăвакал, хур чĕпписене ятарлă вырăнта кăна туянма сĕнет. Сутуçăсенчен ветеринари докуменчĕсене ыйтмалла. Килти кайăк-кĕшĕке урама кăлармалла мар. Кăçал республикăра чĕр чунсен ерекен чирĕсене тупса палăртман. Çапах ку лăпланмаллине пĕлтермест. Сыхă тăнине нимĕн çитмĕ.

www.hypar.ru Лариса ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: