Комментари хушас

2 Ака, 2020

Тӗне кӗмен чăвашсем авалхи йăласене манмаççӗ

Ку ялта Майпике, Уняслу, Сайрепи, Алпике… сайра тĕл пулакан ят мар. Тĕне кĕнĕ чăвашсемпе танлаштарсан, вĕсен уявĕсем икĕ хут ытларах. Хусантан 256 километр çеç каймалла — çул тĕлĕнмелле вырăна, Тутарстанри Элмет районĕнчи Патраклă ялне, илсе çитерĕ. Унта 736 çын пурăнать, вĕсенчен нумайăшĕ — тĕне кĕмен чăваш.

Вилнисемшĕн хурланма юрамасть

Мăкшăсем, тутарсем, вырăссем те пур унта. Çавах мĕн пур уява пĕрле пухăнса ирттереççĕ, пĕр хуранран пăтă çиеççĕ. «20- 30 çул каялла ялта учительте ĕçлекен пĕр тутар çынни çеçчĕ, ыттисем чăваш пулнă. Виçĕ масартан чи пысăкки — тĕне кĕмен чăвашсен. Хăшĕ-пĕри ĕлĕк салтака каяс мар е патшалăх çăмăллăхĕсене тивĕçес тесе мăсăльман тĕнне йышăннă, анчах хăйсем тĕне кĕмен чăвашсен авалтан пыракан йăли-йĕркине тытса пыраççĕ», — каласа кăтартрĕ Патраклă ялĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла пурăнакан Инна Альмукова. Вăл та — тĕне кĕмен чăваш. Унăн йăхĕнче православие йышăннисем çук. Тĕне кĕртмен виçĕ хĕрне ӳстерсе качча панă, халĕ мăнукĕсемпе савăнать. Ялта чи асли — 96 çулти Уняслу акка (аппа — Авт.) Вăл каласа кăтартнă тăрăх Патраклă историне çырнă. Тĕне кĕмен чăвашсен йăли-йĕркине унран лайăхрах пĕлекен çук ялта.

Çак вырăнта тымар янă çынсемшĕн йывăр вăхăт сахал мар пулнă — вĕсене пĕрре мар православи тĕнне йышăнма хистенĕ. Анчах вĕсем таврари ялсенчен килнĕ пачăшкăсене хăваласа янă. Патраклăра пачăшкă, мулла, чиркӳ-мечĕт çук. Унта пурăнакансем Аслă Турăпа çут çанталăка пуç çапаççĕ. Ял ячĕ вырăсла — Старое Суркино, халапа ĕненес тĕк ăна Сĕрке ятлă чăваш чăмăртанă.

…Çĕрле сехре хăпнă хыпарçă юлан утпа васкаса çитнĕ: ирхине яла çар пырса кĕрĕ те тĕне йышăнманнисен пуçĕсем çĕре ӳкĕç. Сĕрке йăхĕн тĕп килĕнче пуçтарăннисем кăвакарнă çӳçлĕ старик куçĕнчен ыйтуллăн тинкернĕ — унăн йышăну тумалла, Сĕрке мĕнле калать, çапла пулать. «Каятпăр, пуçтарăнăр…» — тенĕ вăл. Васкавлăн çула тухнă ял халăхĕ. Сĕркен тăхăр ывăлĕ тата пĕртен-пĕр хĕрĕ Матрӳне тăван тăрăхпа сыв пуллашма тивнĕшĕн хурланнă. Хусан хули çывăхĕнче вырнаçнă яла хыçа хăварса вăрах утнă вĕсем. Çула тухас умĕн хăйсен кĕллисене вуланă. Чăвашсем вăрман варринчи уçланка пырса тухса унта вырнаçнă. Пĕрремĕш çурт пурине Сĕрке валли тунă. Яла та унăн ятне панă. Патраклăсем хисеплекен ят — Матрӳне. Мĕншĕн? Сĕркен пĕртен-пĕр хĕрĕ пулнăскер пĕррехинче вăрмана çырла татма кайсан çухалса кайнă… Унăн ӳтне кайран çеç тупнă, çавăнтах пытарнă. Анчах Матрӳнене вăл вырăн килĕшмен-мĕн, лăпланман чунĕ ял çыннисене хăратнă. Унăн ӳтне урăх çĕре пытарма шухăшланă, çĕнĕ вырăна вара лашана суйлаттарнă. Ута виçĕ кун выçă тăратнă хыççăн уя кăларса янă, вăл ăçта курăк çиме пуçланă, çавăнта Матрӳнене пытарнă. Тинех пикен чунĕ лăпкăлăх тупнă, вăл ялти тĕне кĕмен чăвашсемшĕн масар хуçи шутланать. Унăн вил тăприйĕ çине чул юпа лартнă, вăл халĕ те пур. Масар çине ваттисене асăнма килекенсем Матрӳнерен ирĕк ыйтмасăр унта кĕмеççĕ. Ваттисем тесе кунти çынсем вилнисем пирки калаççĕ. Кирек мĕнле ĕçе пуçăниччен ваттисенчен пулăшу ыйтаççĕ. Çĕре кĕнĕ çывăх çыннисен чунĕ сыввисене хӳтĕленине, айăпа кĕрсен явап тыттарнине ĕненеççĕ.

«Эпир ваттисене шанатпăр, вĕсем — пире çул кăтартакансем. Тепĕр чухне икĕ çул каялла çĕре кĕнĕ атте тĕлĕке килет, пурăннă чухнехи пекех юнашар ларса калаçатпăр. Çут тĕнчерен уйрăлнă тăвансем пире инкек пирки систерни те пулать. Кукăль-çăмах пĕçернĕ чухне яланах ваттисене асăнатăп, пирĕн пекех тутă пулма калатăп. Мунча кĕнĕ чухне те çаплах: хутнă чухне Мунча хуçинчен ирĕк ыйтатпăр, çăвăнса тасалсан тирĕке шыв тултарса, милĕк хурса тата ăшши парса хăваратпăр. Малалла вулас...

www.hypar.ru Vk.com сăн ÿкерчĕкĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.