Комментари хушас

1 Ака, 2020

Штраф санкцийĕсем пулмĕç

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса РусГидро ушкăнне кĕрекен, ресурссемпе тивĕçтерекен компанисем электроэнергишĕн вăхăтра тӳлеменшĕн потребительсем тĕлĕшпе пĕр уйăх штраф санкцийĕсемпе — пенясемпе — усă курмĕç.

«РусГидро» ПАОн коронавирус сарăласран сыхланакан оперативлă штабĕ çакăн пек йышăну тунă. Çакăнпа пĕрлех энергетиксем потребительсене яваплă пулма, электроэнергишĕн вăхăтра тӳлеме чĕнсе калаççĕ. Аса илтереççĕ: мартăн 30-мĕшĕнчен тытăнса потребительсемпе ĕçлессине туллин дистанци мелĕ çине куçарнă. РусГидро тытăмĕнчи компанисен сайчĕсенчи «уйрăм кабинетсем», смартфонсенчи тӳлевсĕр приложенисем мĕн пур ыйтăва клиентсене йышăнакан офиссене пымасăрах татса пама меллĕ. Çавăн пекех контакт центрĕсен телефонĕсемпе усă курма, консультаци илме пулать.

РусГидро ушкăнне кĕрекен Чăваш энергосбыт компанийĕн контакт центрĕн телефонĕсем: 8-8352-36-80-03, 8 800 200 07 42.

Рубрика: