Ача-пăча лапамĕсене хăюпа карса хучĕç
РФ Президенчĕ Владимир Путин пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа акан 5-мĕшĕччен килте ларма сĕнсен Шупашкарта халăх чăнах та палăрмаллах сахалланчĕ.
«Çĕнĕ хула» микрорайонта ахаль чухне ача-пăча лапамĕсенче шăпăрлансем хĕвĕшеççĕ кăна. Халĕ вара – пуш-пушах. Çапах хутран-ситрен ачасем курăнкалаççĕ, хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕсĕрех уçăлса çÿрет, чуччу çинче ярăнать.
Паян ача-пăча лапамĕсене унта выляма юраманнине палăртса хĕрлĕ-шурă тĕслĕ хăюпа карса хучĕç.
www.hypar.ru Ирина АЛЕКСЕЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.