Комментари хушас

31 Пуш, 2020

"Пире иксӗмӗре мӗншӗн пӗрле пулма ҫырман-ши?.."

Автомашинине транспорт пырса çапнăран 44 çулти хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Николай Биктимиров, 16 çула çитмен виçĕ ача ашшĕ, 2019 çулхи чӳк уйăхĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Тĕллевĕсем пĕр самантрах саланнă, ачисем пăхса çитĕнтерекенсĕр, мăшăрĕ çемье пуçĕсĕр тата упăшкасăр юлнă. Ашшĕ куçне ĕмĕрлĕхех хупнă кун виççĕмĕш ачи çулталăк та тăхăр уйăхра кăна пулнӑ.

Журналист ĕçĕпе мана нумай фермерпа тĕл пулса калаçма тӳр килнĕ. Тĕрлĕ шухăш-кăмăллă вĕсем. Пĕрисем ял-йыша, ватăсене, уксах-чăлаха социаллă ыйтусене татса пама пулăшаççĕ, теприсенчен йывăр самантра 100 тенкĕ кивçен ыйтса илейместĕн, укçасăр пахча сухаласа, техникăпа ытти ĕç пурнăçласа памаççĕ.

Виçпӳрт ялĕнче пилĕк-ултă хут пултăм, анчах Николай Биктимировпа пĕрре те тĕл пулман. Хаçат ĕçĕнче çапла та пулкалать: çыннăн ялшăн, çемьешĕн, тăванĕсемшĕн туса хăварнă ырă ĕçĕсемпе пурнăçран кайсан кăна паллаштаратăн.

«Турă Кольăна леш тĕнчене илнĕ хыççăн кил хуçалăхĕнче, строительствăра вăл е ку ĕçе тума ун пек пулăшакана тупайăпăр-ши?» — теççĕ халĕ Виçпӳртсем. Вăл пӳртсене ĕçмелли шыв кĕртсе, ăна вĕрилентермелли, çурта хутса ăшăтмалли оборудовани вырнаçтарса, çĕре сухаласа, курăк çулса, утă тĕркелесе, кил хуçалăхĕнчи ытти ĕçе туса панă.

2019 çулта вăл ял хастарĕсемпе пĕрле масар çинчи хурал пӳртне тĕпрен юсанă — ватăсене савăнтарнă. «Маттурсем! — тенĕ лешсем. — Сивĕре вилсе кайăпăр та — шăтăк чавакансене кĕрсе ăшăнмалли вырăн пур халь. Ял администрацийĕ хушмасăрах Коля çимĕк эрни умĕн косилкипе масар çинчи курăка çулнă, субботник йĕркелесе ăна турттарса тухнă».

Фермера юлашки çулне ăсатма Виçпӳртре 700 çын ытла пуçтарăннă, вилнĕренпе 40 кунĕ çитсен 500-ĕн асăннă. «Пуян чун-чĕреллĕччĕ, йывăр чухне ял-йыша алă тăсса паратчĕ, çур çĕр иртсен хăйĕн патне пулăшу ыйтма чупса пынă çын пурăнакан килне çитсе пӳрте хутса ăшăтмалли кăмакана ĕçлеттерсе яратчĕ. Пулăшу ыйтнисен кăмăлне пĕрре те хăварман вăл», — терĕç ял çыннисем.

Аслă чĕреллĕскере çухатса мăшăрĕ, ачисем, ашшĕ, тăванĕсем, ял çыннисем пысăк çухату тӳснĕ. «Коля пурăннă пулсан Виçпӳртсемшĕн ырă ĕç татах тăватчĕ», — тесе пăшăрханнă ăна пытарма пынисем.

Фермер чĕри камăн айăпне пула тапма чарăннине следстви тĕпчесе пĕлнĕ, уголовлă ĕçе судья çывăх вăхăтрах пăхса тухĕ. Трассăран тухса Н.Биктимировăн автоçул хĕрринчи машинине айккинчен пырса çапнă водитель çул çӳрев йĕркине пăснă-и? Ыйтăва тӳре йышăну кăларнă хыççăн хуравлăпăр.

«Кольăран пулăшу ыйтсан: «Вăхăт çук, унта каймалла», — теместчĕ, хăйĕн ĕçне пăрахсах васкаса пыратчĕ. Яла тирпей-илем кĕртессишĕн нумай тăрăшрĕ. Фермăпа юнашар купаласа тултарнă хытă каяша пухса полигона леçрĕ. Авă пăхăр: лаптăк халĕ тап-таса», — пĕлтерчĕ лавкка сутуçи.

Николай ертсе пынипе юсаса хута янă фермăна кĕрсе куртăм. Ĕç пуçланă фермершăн вăл хуçалăха малтанхи çулсенче аталантарма чухах. Çивиттине çĕнĕрен витнĕ, çĕнĕ чӳрече-алăк лартнă, малтан бетонран, çиелтен хăмаран урай сарнă, вите пуçне тăрăласа тăснă, электричество кĕртнĕ, ĕçлекенсене канмалли ăшă вырăн тунă. Вите 50 ытла ĕне выльăх валли.

Вăл апат хатĕрлеме трактор-машина туянса хăварнă. Хăйĕн хуçалăхне аталантарассишĕн кăна пурăнман, ял-йыша лайăх пултăр тесе те шухăшланă. Сывлăш десанчĕн çарĕсен ветеранĕсемпе сунарçăсен мероприятийĕсене ирттерме укçа уйăрнă. Ялта хăнасене кĕтсе илме фермăпа юнашар пĕве тунă, пулă ĕрчетнĕ. Вăл лартса хăварнă чăрăшсем çурхи нӳрĕке пула ешĕлленнĕччĕ ĕнтĕ — темиçе çултанах яла илем кӳрĕç. Шкула спорт ăмăртăвĕсем ирттерме пулăшнă, çуркунне тракторĕпе ял çулĕсене тикĕсленĕ, вĕсенчен пĕрне Ульяновск облаçĕнчен шурă чул турттарса çирĕплетнĕ. Ачасене урама тирпей-илем кĕртме — ял ĕçне хутшăнма — вĕрентнĕ.

Ĕне кĕтĕвне çуллен пысăклатнă. «Ăна татах хушасшăнччĕ — тĕллевне пурнăçлаймарĕ, — терĕ мăшăрĕ Рена Биктимирова. — Ял хуçалăх министерствин условийĕпе килĕшӳллĕн кăçалхи çу уйăхĕнче Коля «Ĕç пуçлакан фермер» программăна хутшăнса ĕçлеме пуçланăранпа пилĕк çул пулмаллаччĕ. Инкек хыççăн министерство хуçалăха хупма ирĕк памарĕ, грант илме тăратнă бизнес проектĕнче сĕт туса илессипе палăртнă тĕллевсене пурнăçлама мана шанчĕ».

Николай тата Рена ялта икĕ хутлă пӳрт туса лартнă, хуралтă çавăрнă. Ачисем пĕрмай ашшĕ патне — фермăна — туртăннă. Унта кайсан трактор рулĕ умне ларма пулать-çке! Кĕçĕн ачи Лиза çуралсан ашшĕ питĕ савăннă. «Арçын ачасем хампа пĕрле хуçалăхра ĕçлеççĕ, хĕр пĕрчи амăшне пулăшĕ», — тенĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.