Комментари хушас

30 Пуш, 2020

Патшалăх пулăшăвĕсемпе – килтен тухмасăрах

Патшалăх пулăшăвĕсемпе килтен тухмасăрах, электронлă мелпе, усă курма пулать. Çакăн пирки паян ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви инçет (дистанци) мелĕпе ирттернĕ брифингра каласа кăтартрĕç.

Мероприятие уçнă май министр çумĕ Юлия Стройкова пирĕн республикăра та коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăха чакарас тĕлĕшпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушма мерăсем йышăннине аса илтерчĕ. Çынсен урама питех тухса çӳремелле марри пирки чарăнса тăчĕ. Çапах граждансем патшалăх пулăшăвĕсемпе килтен тухмасăрах усă курма пултараççĕ. Çакăн пирки брифингра Пенси фончĕн, Налук службин, Социаллă страховани фончĕн, Раççей почтин Чăваш Енри уйрăмĕсен представителĕсем каласа кăтартрĕç.

«Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа Пенси фончĕн клиент службисене килес текенсен йышăнăва малтан çырăнмалла. Вилене пытарма паракан пособие палăртассине çеç яланхи йĕркепе пурнăçлатпăр. Чăваш Енре пурăнакансене заявленисене электронлă мелпе çырма, справкăсене, консультацисене инçет мелĕпе илме сĕнетпĕр», — пӗлтерчӗ Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева.

Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Марина Петрова çак эрнере налук инспекцийĕсенче налук тӳлекенсене йышăнманнине каларĕ. Предпринимательсем те, юридици сăпачĕсем те, уйрăм çынсем те Налук службин интерактивлă сервисĕсемпе усă курма пултарнине аса илтерчĕ. Паянхи кун çакнашкал 50 сервис. Харпăр уйрăм кабинечĕ урлă ҫынсем килтен тухмасăрах 3-НДФЛ пама, налук уведомленине пичетлеме, налук тӳлеме тата ыттине тума пултараççĕ.

Социаллă страховани фончĕ кӳрекен пулăшусене те килтен тухмасăрах илме май пур. Ҫавӑн пекех пĕтĕм хаçат-журнала почта ĕçченĕсем вулакансем патне вӑхӑтра ҫитерӗҫ.

www.hypar.ru

Рубрика: