Ĕмĕт-шухăш малаллах
Тăвай районĕнчи Александр Павлов Мускав патшалăх машина тăвакан университетран вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă та фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.
Строительтен - фермера
Аслă пĕлÿллĕ специалистăн çĕршывăн тĕп хулинче те ĕçе вырнаçса çирĕпленме майсем пулнă. Анчах каччă çывăх çыннисене, юлташĕсене тĕлĕнтерсе Тушкиле таврăннă. «Мускаври ăшă, таса ĕç пÿлĕмĕнче ларас вырăнне ял хуçалăхне суйласа илме мĕн хистерĕ?» — ыйтрăм унран. «Хулара сывлăш çитмест, чуна тăвăр, вĕçĕм хĕвĕшÿ. Ялта ирĕклĕ, лăпкă, кăкăр тулли сывлатăн», — хуравларĕ вăл.
Кĕçех каччă специальноçне улăштарнă, техникăна килĕштернĕрен автослесаре вырнаçнă. Ашшĕ Николай Петрович тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра водительте ĕçленĕ. Ăна кура Саша та пĕчĕкрен техникăна килĕштернĕ. Çапах çамрăка хăй тĕллĕн ĕçлес килни канăç паман. Анчах мĕнрен пуçăнмалла? Ÿсен-тăран отраслĕпе ĕçлес — çĕр, техника çителĕксĕр. Çитменнине, Тăвай тăрăхĕнчи пулăхлă хирсене ытти хуçалăх тахçанах илсе пĕтернĕ. Ĕне выльăх усрама вара çĕнĕ йышши ферма кирлĕ. Тин кăна ĕçе пуçăнаканăн ăна тума вăй çитмĕ. Сĕт рынокĕнче ахаль те конкуренци çивĕч. Çу енне чĕр тавар йÿнелсе кай-ни тăкака ÿстерет. Ялти тепĕр чăрмав — дояркăсем тупасси. Темĕнле хăватлă оборудовани те хăй тĕллĕн ĕçлемест. Лайăх шухăшланă, çывăх çыннисемпе канашланă хыççăн Александр Павлов фермер хуçалăхĕ йĕркелеме йышăннă. «Районта качака усракан хуçалăх текех çук, апла конкуренци енĕпе те чăрмав пулмĕ», — пĕлтерчĕ вăл.
«Ĕлĕк колхоз-совхозра ĕçлекенсем аякка çÿремесĕр, çемьене пăрахса каймасăр çурт-йĕр çавăрнă, ачи-пăчине çитĕнтернĕ, вĕрентнĕ. Вăйлă ĕçлекен хуçалăхсене аркатнишĕн чун ыратать. Ача чухне фермăран инçех мар пурăнакан асанне патне час-часах хăнана çÿреттĕм. Хирти сысна кĕтĕвне тĕлĕнсе сăнаттăм. Кайран хам та çуллахи каникулсенче кĕтÿ пăхнă, укçа ĕçлесе илнĕ. Çав ферма çирĕм çул каялла хупăнчĕ. Витесем унтанпах юхăнса лараççĕ. Çавăнпа ăна тепĕр хут чĕртсе тăратма шут тытрăм. Атте çакна пĕлсен хирĕçлерĕ. «Мĕн тума кирлĕ вăл сана?» — тесе ÿкĕтлерĕ.
Чăн та, çак тапхăрта витен кăшкарĕсем кăна юлнă: чÿречисене, оборудование… — йăлтах вăрласа-аркатса пĕтернĕ. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.