Комментари хушас

20 Пуш, 2020

Инстаграмри чап мĕнрен килет?

Мĕнле юрăç паян интернетпа усă ан куртăр ĕнтĕ? Алăра смартфон пулсан соцсетьре регистрациленме май тупăнатех.

Тен, ку тĕрĕсех те мар. Владимир Леонтьев юрăç, ав, çулталăк каялла ахаль йышши телефонпа çеç çÿренине пĕлтернĕччĕ. Çапах тĕрлĕрен соцсетьре унăн страницисемпе паллашма унчченех май пур. Эппин, интернетра ларасси телефон пахалăхĕнчен килмест. Паллах, соцсеть — пултарулăха кăмăллакансемпе хутшăнмалли чи меллĕ вырăн. Юрăçсем унта сăн ÿкерчĕксем тата видео вырнаçтараççĕ те подписчиксемпе пачах кăсăкланмаççĕ тесе ан шухăшлăр. Вĕсем те çынсемех вĕт. Сăмахран, Стас Владимиров концертсенчи видеосене сăнаса хăйĕн валли çĕнĕлĕх тупма тăрăшать. Юрăçăн Инстаграмри страницине пăхса тăракансен шучĕ кĕçех 5 пине çитет. Эппин, унăн пултарулăхĕпе кăсăкланакан нумай.
Эсир сăвă çырса хайлавăра хăвăрăн страницăна вырнаçтарсан Александр Васильев та сирĕн пата çийĕнчех çырса яма пултарать. Юрăç çеç мар, композитор та-çке вăл. Чечексем çинчен çĕр тĕрлĕ юрă хайланăскер тата мĕн те пулин çĕнни тупасшăн. Сăмах май, унăн Инстаграмри страни-цине çырăннисен шучĕ 800 ытла.
Сергей Кувшинов — чăн-чăн инстаçăлтăр. Унăн страницине 6 пин ытла çын пăхса тăрать. Кон-цертсенчи сăн ÿкерчĕксемсĕр тата афишăсемсĕр пуçне мĕнпе тĕлĕнтерет-ха вăл? Артист тени ахаль сăмах çеç мар çав. Çакна унăн страницине тимлĕ сăнасанах ăнланатпăр. Кулăшла роликсем хатĕрлеме юратать вăл. Иртнĕ уйăхра Комсомольски салинче Полина Борисова юрă шăрантарнă вăхăтра камера умĕнче питĕ ăста ташланă. Анчах сцена çинче юрланă чухне ăна ун пек хускалнине кураймăн. Тепĕр видеора вăл шаман евĕрех, кĕвĕ калать, Типшĕм Сашукпа Катя Петровăна ташлаттарать. Эппин, соцсетьре эпир юрăçсене тепĕр енчен те куратпăр.
Сцена çинче хăйне питĕ сăпайлă тытакан, ытти чухне шÿтлĕрех хăтланкалама юратакан тепĕр Сергей вара — Петров. Вăл та хăш чухне кулăшла хусканусем туса видео ÿкерет. Е ытти юрăçпа пĕрле шÿтлĕ роликсем хатĕрлет. Анчах Кувшинов пекех пултараймасть, çавăнпа страницине пăхса тăракансем те 2 пин çурăран кăшт çеç иртнĕ. Ну, ку темех мар. Кувшинов чухлĕ çулĕсем те çук-ха унăн.
Людмила Семенова Инстаграмри фанатсене мĕнпе илĕртет-ши? Тен, аптраманлăхĕпе? Уçă чунлăскер çын умĕнче кулăшла курăнасран хăрамасть те. Пачах тепĕр май, хăй те вар хытиччен кулать. Ав, пĕр роликра чупать те вăл, сикет те, ташлать те — ун пек хусканусене пурнăçлама студентсем те пултараймаççĕ пуль. Ахальтен- им юрăçăн страницине 9 пин çурă çын пăхса тăрать? Валентина Кузнецовăна та каламалла- ха: сцена çинчи ĕçтешĕнчен ан юлтăр — унăн страницине çырăннă 3424 çын йышне ÿстермеллех.
Çапла, сцена çинче курнă чухне эпир юрăçăн сассине, тумне, тыткаларăшне хаклатпăр пулсан, хăвăрах сисрĕр ĕнтĕ, Инстаграмра — урăхларах. Çапах хăш-пĕр юрăçăн страницине кĕрсен илемлĕ сассипе киленес килетех. Сăмахран, Константин Рязанов час-часах юрă çыртарнă самантсене видео ÿкерет, интернета вырнаçтарать. Итленĕçем итлес килет. Хальлĕхе
ăна çырăннисен шучĕ — 3 пин çурă. Сахалрах пек-и? Çĕнĕлĕхсемпе час-часах паллаштарманнинчен килет ĕнтĕ ку.
Уйрăмах пысăк йыш пуçтаракансем пирки вĕçĕнче çеç калас терĕм-ха. Алексей Шадриковăн Инстаграмри фаначĕсем тахçанах 23 пинрен иртнĕ, Полина Борисовăн — 28 пин çурăран каçнă, Алексей Московскин — 39 пин ытла. Сăмах май, «Хыпар» Издательство çурчĕн те Инстаграмра страница пур @hypar1906. Фанатсен шучĕпе хальлĕхе Алексей Московские çитейместпĕр-ха. Анчах эсир пулăшсан пурнăçлатпăрах!

www.hypar.ru

Лада МАРКИЗОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.