«Çăлтăрчăкăн» çăлтăрĕ
Шупашкарти Г.Н. Волков ячĕллĕ 62-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Елена Плешковăн ÿссен журналист пулас ĕмĕт темиçе çул каяллах çуралнă. Вăл радиопа калаçакансене тимлĕ итленĕ, телекăларăмсене куç илмесĕр пăхнă. Çак професси ăна халĕ те кăсăклантарать.
Юратнă предмет — чăваш чĕлхи
Ленăпа курса калаçнă чухне ăна
пăхса ытармалла марччĕ: капăр чăваш
тумĕпе, чĕлхи чĕвĕл-чĕвĕл те çепĕç.
Унăн таса та илемлĕ калаçăвне çурхи
шыв юххипе танлаштартăм. Тĕлĕнни-
пе ыйтмасăр чăтаймарăм. Ялтан хула-
на куçса килнĕ пуль терĕм.
— Эпĕ Шупашкарта ача садне те
çÿренĕ, 1-мĕш класранпах çак шкул-
та ăс пухатăп. Килте эпир атте-аннепе
чăвашла хутшăнатпăр. Патăрьел рай-
онне кукамай патне каникулсене кай-
сан таврăнас та килмест. Веçех чă-
вашла унта: çут çанталăкĕ те, сыв-
лăшĕ те. Манăн чи юратнă предмет —
чăваш чĕлхи. Ăна пирĕн класс ертÿçи
Людмила Петровна ертсе пырать.
Маншăн вăл — чи юратнă вĕрентекен.
Миçе конкурса хутшăнман-ши эпир
унпа? Час-часах çĕнтеретпĕр, — хăйĕн-
пе паллаштарчĕ хĕрача.
Журналист пуласшăн
Лена хулари ача-пăча пултарулăх
çуртĕнчи «Нон-стоп» ташă студине
çÿренĕ. Ушкăнпа вăл çĕршывăн тĕп ху-
линче те сцена çине тухнă, 2-мĕш вы-
рăнпа таврăннă, Хусана та çитнĕ. Кру-
жока çÿренĕ чухне чăваш ташшине уй-
рăмах кăмăлланă. Чăнах, илемлĕ ту-
хья, чăваш кĕпи питĕ килĕшÿллĕ ун
çинче. Халĕ Лена вĕренĕве ытларах
вăхăт уйăрать, çавăнпа ташлама çÿре-
мест. Пурпĕрех лăпкă лараймасть
хĕрача. Чăваш наци телекуравĕн
«Çăлтăрчăксем» ача-пăча кăларăмĕ-
нчи çамрăк корреспондент вăл. Чă-
вашла илемлĕ калаçаканскер журна-
лист пулмашкăн пĕчĕк утăм ярса пуснă
та ĕнтĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ сту-
денткипе Юлия Адюковăпа мероприя-
тисенче те пулать вăл, микрофон тыт-
са ачасенчен интервью илет.
— Мана ачасемпе калаçма, тĕрлĕ
ыйту пама питĕ килĕшет. Çакă жур-
налист пулма тата хавхалантарчĕ.
Ку професси тĕрлĕ çĕршывра, инте-
реслĕ çынсемпе тĕл пулма май пани-
пе илĕртет. Анчах ку енĕпе пĕлÿ илме
чи малтан тăван чĕлхене лайăх пĕлни
кирлĕ тесе шухăшлатăп, — ĕмĕчĕ анлă
Елена Плешковăн. Малалла вулас...
Елена ЛУКИНА.