Комментари хушас

18 Пуш, 2020

Авалхи чăваш тĕнчи тата Геннадий Юмарт поэзийĕ

Паян, чăваш халăхĕн пуласлăхĕпе унăн тĕлĕнмелле пуян культурин шăпи пирки тĕрлĕрен калаçусем пынă вăхăтра, А.П. Хусанкай пĕр статьяра çырнине аса илни питĕ вырăнлă: «Смутное время, которое мы переживаем, заставляет
перечитывать «старые книги», они очищают сознание от «ложных и лживых, пустых и выветрившихся слов, формул и понятий». Чăнах та, темиçе ĕмĕр каяллах çырнă текстсене вуласан тепĕр чух куç уçăлсах кайнăн туйăнать. Калăпăр, акă тĕрĕк халăхĕн чаплă çар пуçĕ Кÿль текĕн вилнĕ ятпа лартнă чул палăк çинчи текстра çапла каланă: «Когда было сотворено вверху голубое небо /кöк тенгри/ и внизу бурая земля, между ними были сотворены сыны человеческие, Над снами человеческими воссели мои предки Бумын-каган и Истеми-каган /…/ Небо /Тенгри/ и священная Земля-Вода /Çĕр-Шыв/ тюрков так сказали: «Да не погибнет народ тюркский, народом пусть останется». Ку текста 732 çултах хайланă пулнă. VIII ĕмĕртех тĕрĕксен мăн аслашшĕсем халăхăн пуласлăхĕ пирки шухăшласа çапла çырнă, тĕрĕк чĕлхиллĕ йăх пĕтмессе çирĕп шанса тăнă вĕсем. Анчах куратпăр, çак шанăç пушă ĕмĕт çеç мар, вăл тĕрĕк халăхĕ нимрен малтан çÿлти Вăя – Турра – хисепе хурса унран пил ыйтни çинче никĕсленнĕскер пулнă. Вара ирĕксĕрех çапла шухăшлас килет: тен, çавна пулах пирĕн халăх тем тĕрлĕ тертасап витĕр тухса та паянччен сыхланса юлнă.
Атнер Хусанкай чăваш халăхĕн культурăри пуянлăхне пĕр ăнлавпа «Пихампар Кĕнеки» тесе палăртать. Критик шучĕпе, çав сăнарлă каланă «Пихампар Кĕнекине» халăхăн историйĕнче паллă йĕр хăварнă пĕтĕм эткерлĕх, е урăхла каласан сăмах вĕççĕн çÿрекен тата çыруллă культура кĕрет. Акă епле калать вăл кун пирки: «Книга Пигамбара есть мандала, открытая на все стороны света, в ней сходятся векторы силы и нежности, этики и эстетики, жизненной энергии и добра, «девственных действий» всех живших, живущих чувашей и тех, кто будет жить. Туда нисходит Дух /Чăваш Шульăшĕ/ и со страниц ее рассеивается в пустотах мира, залетает в души людские, приводит их в трепет, который гармоничен с музыкой сфер». Паллах, чăваш халăхĕн Пихампар Кĕнекине кĕме тивĕçлĕ ХХ-ХХI ĕмĕрти çыравçăсен хайлавĕсем те сахал мар. Кунта Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн, Ухсай Яккăвĕн, Митта Ваçлейĕн, Александр Артемьевăн, Геннадий Айхин тата ытти нумай поэтсемпе писательсен хайлавĕсене кĕртме пулать. Çавăн пекех XX ĕмĕрти поэтсенчен Пихампар Кĕнекине кĕме тивĕçлисенчен тепри вăл — Геннадий Юмарт сăвăç.
Çыравçăн çак хăйне евĕрлĕхне И.В. Софронова тĕпчевçĕ çапла ăнлантарать: «Произведение начинается с обращения к Богу / Турă с просьбой благословить лирического героя осуществить задуманное, что соответствует традициям дастана. Для восточного жанра традиционно прославление Бога, своего покровителя, человеческого разума в начале произведения. Лирический герой цикла также просит благословления у духов предков. Проявляется национальное мировоззрение автора».
Чăвашсен мăн аслашшĕсен пурнăçĕнче хĕвел сăнарĕ те пысăк вырăн йышăнни пирки тĕрлĕ тĕпчевçĕсем хăйсен ĕçĕсенче пĕрре мар палăртнă. Хĕвел Туррине е Куар /кăвар/ Турра пуç çапас йăла чăваш несĕлĕсем II-III ĕмĕрсенче иран чĕлхиллĕ халăхсемпе юнашар Çурçĕр Кавказ таврашĕнче пурăннă чухнех пуçланнă-мĕн. Хĕвелпе сăмахлас йăла-йĕрке ача-пăча сăмахлăхĕнче те самай курăмлă пулнине палăртмалла. Тĕслĕхрен:
Хĕвел, пăх, хĕвел, пăх!
Ачу шыва кайнă вĕт,
Турчăкапа туртса к/ă/лар,
Çĕнĕ кĕпе тăхăнтарт.
Е тата:
Хĕвел, тух, хĕвел, тух,
Пылпа кулач çитереп!
Г.Юмарт поэзийĕнче те Хĕвелпе Турă сăнарĕ пĕчĕк вырăн йышăнмаççĕ:
Туррăмăр, Хĕвел, хапăлласа
Эсĕ çеç илтен кĕллĕмĕре.
Эй, тивлетлĕ Туррăмăр Хĕвел!
Тÿрлĕхлĕ çынна эс аслăлан.
Чăваш сăмахлăхне витĕр пĕлсе-туйса тăракан сăмахçă пултарулăхĕнче авалхи чă-
ваш тĕнчин çак палли – Хĕвел сăнарĕ — ярт уçăлса каять.
Эй, Хĕвелĕм, тÿрлĕхлĕ хуçам!
Эй, тÿрем! Çĕрпе тÿпе патши,
Эс тытса тăратăн çĕршыва,
Ыр вăй-хал пире куллен кÿрен.
Паллах, хĕвел сăнарне сума суни чăваш халăхĕн кăна мар, чĕлхе тĕнĕпе пурăннă ытти халăхсен культуринче те анлă сарăлнине асăнмалла. Тĕрĕссипе, çут çанталăкпа тачă çыхăнура тăрса аталанакан ача пек таса чунлă халăх хăйсене куллен ăшăтса, пархатар кăтартса пурăнакан хĕвеле Турă вырăнне хунинчен пит тĕлĕнме те кирлех мартăр. Г.Н. Волков ăсчах кун пирки çапла палăртать: «Чуваши говорят: «Дарующая свет всей вселенной Мать света – Солнце…» Настолько очевидно признание чувашами, как и многими народами, великого значения солнца в жизни людей и в самом существовании природы, что они очеловечивали солнце и приписывали ему даже высокие моральные качества». «Асаттесен халалĕнче» çак шухăша çапла палăртать поэт:
Тĕнче çутимĕр хĕвеле,
Турра сума сăвать чăваш,
Тату пурнать кÿршипеле,
Хăйне сăпай тытать, йăваш.
Ун поэзийĕнчи шыравсене
тишкернĕ май çакна
асăрхама пулать: Юмарт
сăввисем урлă пирĕнпе
авалхи чăваш тĕнчи
калаçать. Акă, тĕслĕхрен,
«Асаттесем» поэма-ярăм
çÿлерех асăннă Кÿль текĕн
текстĕнчи пекех авалхи йăх-
несĕлсен ырă
тĕслĕхĕсенчен – Турăран
пил ыйтнинчен — пуçланать.
Кунсăр пуçне авалхи
йăхташăмăрсен ваттисен
чунĕсенчен /дух предков/
пехил илесси те йăлара
пулнă. «Эй, ватăсем,
парсамăр пил, —
Ан сÿнтĕр пирĕн хăтлă кил», — тет поэт çакна асра тытса. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.