Комментари хушас

16 Пуш, 2020

Конкурсра çĕнтернĕшĕн — миллионсем

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăри хуласене хăтлассипе çыхăннă пуласлăхлă проектсене сÿтсе явас ыйтупа пĕчĕк хуласен тата историллĕ тăрăхсен пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче çĕнтернĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ.

Раççей Строительство министерстви ку конкурса пĕчĕк хуласен тата историллĕ тăрăхсене хăтламалли чи лайăх проектсене палăртас тĕллевпе 2018 çултанпа ирттерет. Раççей Правительстви унăн çĕнтерÿçисене Раççей бюджетĕнчен уйăракан укçапа хавхалантарма йышăннă.

Унта 2019 çулта Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне, 2020 çулта Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри хулисем хутшăннă. 10 пин çын таран пурăнакан хуласен хушшинче Етĕрне, историллĕ тăрăхсен хушшинче Улатăр, «пĕчĕк хуласем» тата «20-50 пин çын таран пурăнакан пĕчĕк хуласем» категорисенче Канаш çĕнтернĕ. Бюджетсен хушшинчи трансферт пĕлтерĕшĕллĕ укçа-тенкĕ хавхалантарăвне федераци хыснинчен вĕсем 40 млн, 44,5 млн тата 70 млн тенкĕ илĕç.

Конкурса хутшăнма хатĕрленсе мĕнле ĕçсем туни çинчен Улатăр, Канаш, Етĕрне хулисен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Владимир Степанов, Виталий Михайлов, Павел Бажайкин пĕлтерчĕç. Проект тăратса çĕнтерессишĕн Сĕнтĕрвăрри хулин администрацийĕ те тăрăшса пăхнă, анчах усси пулман. Олег Николаев хула администрацийĕн пуçлăхне Надежда Гладковăна виççĕмĕш хут тăратма сĕнчĕ, унта республикăри ытти хулан та хутшăнмалла терĕ.

Проектсене çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен ЧР Строительство министерствине çитермелле. Тĕлпулăва хутшăннисем вĕсене пахалăхлă хатĕрлессипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсем ку ĕçе чылай чухне Мускав ыйтнă шая çитермеççĕ-мĕн. Олег Николаев ЧР строительство министрĕнчен Александр Героевран паха проектсем хатĕрлес ĕçре муниципалитет пĕрлешĕвĕсене пулăшма ыйтрĕ. ЧР территори аталанăвĕн агентствин ертÿçи Этнер Егоров вĕсене хатĕрлессипе ĕçлеме патшалăхăн ятарлă тытăмне /ячĕ тĕрлĕрен пулма пултарать/ туса хума сĕнчĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.