Комментари хушас

16 Пуш, 2020

Чăваш Ен çамрăк туристсене йышăнма хатĕр

Иртнĕ эрнере Ростуризмра йĕркеленĕ канашлура ачасен вĕренÿ туризмĕн комитетне туса хума йышăннă. Çĕршывра ачасен вĕренÿ туризмне аталантарас енĕпе анлă ĕç пуçараççĕ. Ку Чăваш Ене те тÿррĕнех пырса тивет. Çакăн çинчен Алла Салаева вице-премьер каласа пачĕ.

— Эпир — вĕрентÿ процесне музейсенчи экскурсисемпе интеграцилемелли программăсем хатĕрленĕ йышлă мар регионсенчен пĕри, - терĕ Алла Леонидовна. — Калăпăр, Евклидăн мар геометрие вĕреннĕ чух ачасем Лобачевский музейĕнче пулса курни вырăнлă — Куславкка районĕнчи çак музей пирки нумайăшĕ пĕлмест те пуль. Ÿнерпе çыхăннă пĕлĕве пирĕн художество музейĕсенче пулса туптани лайăх. Уйрăм çыннăн историри пĕлтерĕшне, революци çулĕсенчи пулăмсене тишкерекен ачасене вара Чапаев музейне илсе кайса кăтартмаллах.

Республикăра çак программăсене хатĕрленĕ, «чĕрĕ уроксен» каталогĕсене пичетлесе кăларнă. Чăваш Ен практики — çĕршыв шайĕнче чи интереслисенчен пĕри. Ростуризмри канашлура çак ĕçсемпе паллаштартăмăр. Çавна май ачасен вĕренÿ туризмĕн комитечĕн тепĕр ларăвне кунта ирттерессипе çыхăннă сĕнÿ пулчĕ. Хăнасем ку енĕпе пирĕн патра мĕнле ĕçленипе паллашĕç, туроператорсене мĕнле хатĕрленине хаклĕç.

Хамăр валли çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăмăр: вăл е ку экскурси мĕнле ĕçленине хакламашкăн вĕсене шкул ачисен куçĕпе хакламалла. Паянха ачасене 3D-технологисемпе, çавнашкал ытти майсемпе кăна илĕртме пулать. Ытти регионсен ачисен, хамăрăн вĕренекенсен кунти музейсене çитсе курас кăмăл çурални пире экскурсисен программине кĕме хистекен сăлтав пулĕ. Пирĕн çакăн патне ăнтăлмалла.

Интереслĕ сĕнÿсен пуххине хатĕрлĕпĕр, вĕсене ачасен вĕренÿ туризмĕн федераци шайĕнчи маршручĕсене кĕртмелле. Çапла вара пирĕн музейсем тĕрлĕ регионтан килекен ачасене хапăл пулĕç, Чăваш Ен аичем те Третьковкăра, Эрмитажра, ытти регионти интереслĕ музейсенче пулса курĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: