Комментари хушас

19 Утă, 2014

Чĕр чун музейне упраса хăварар

ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕн вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕр чунĕпе вĕçен кайăк-кĕшĕкĕн музейне Шупашкарта çеç мар, район-хулара та лайăх пĕлеççĕ.

Нумаях пулмасть унта «Хыпар» журналисчĕсем те пулса курчĕç. Экспонатсене пысăках мар икĕ залра вырнаçтарнă. Акă - «Кăнтăрлахи вăрман» диорама. Ăна 17 çул каялла тунă. А.Романов ÿнерçĕ илемлетме хутшăннă. Малтан 19 чĕр чун кĕлеткине çеç кăтартнă. 2003 çулта кĕтесе 23 кÿлепепе пуянлатнă, пĕлтĕр татах çĕнетнĕ. Халĕ - 60 сĕрелте.

«Сăр юхан шывĕн айлăмĕ» диорамăна 1997-1998 çулсенче майлаштарнă. Вăл 52 экспоната пĕрлештерет. 2001 çулта «Сăрçи» заповедникăн Улатăр районĕнчи лаптăкĕнчи Старица кÿллине евĕрлекен диорама ăсталанă. Каярахпа унта 3 об<ект хушнă. Экспозици шыв-шурпа унăн таврашĕнчи ÿсен-тăранăн - 10, моллюскпа хурт-кăпшанкăн - 18-шар, пуллăн - 11, çĕр çинче шăвакан чĕр чунпа кайăкăн - 4-шар, сĕтпе тăрантаракан чĕрлĕхĕн пĕр тĕсĕнчен тăрать. Пурĕ 280 об<ектпа, хурт-кăпшанкăн 361 тĕсĕпе, сĕтпе тăрантараканăн 15 кÿлепипе паллаштарнă.

«Ку катемписене ăçтан илсе килнĕ чĕр чунсенчен меллештернĕ?» - ыйтрăмăр экспонатсемпе паллаштаракансенчен. «Республикăри районсенченех, - терĕ центра сахал мар ертсе пынă Наталья Панченко, нумаях пулмасть «Сăрçи» заповедник директорĕн çумĕнче ĕçлеме пикеннĕскер. - Вĕсене ăсталаканĕ - чĕр чун тĕнчине нумай çул тĕпчекен Константин Арзамасцев. Акă вăл сирĕн умăрта. Паллах, музее «Эткерпе» «Сăрçи» сотрудникĕсем пĕрле ĕçлесе аталантарнă».

Иккĕмĕш пÿлĕмре çунаттисене сарнă шап-шурă акăш тÿрех куçа тăрăнчĕ. «Виллине Каспи тинĕсĕнчен кÿнĕ. Ытти чĕрлĕх - Чăваш Енрен, - терĕ Константин Иванович. - 218 тĕрлĕ кайăк кÿлепипе 116 тĕсĕ».

Музейре сĕтпе тăрантаракан чĕр чунсен - 346, кайăк-кĕшĕкĕн 254 сĕрелти, сĕтпе тăрантараканнин 150 пуç шăмми упранать. Чĕр чун тушкинчен кĕлетке евĕрлекен К.Арзамасцев пек маçтăр республикăра темиçе çеç. «Экспонат тума ку чĕр чунсене ятарласа тытнă-и.» - чи малтанах çак ыйту кăсăклантарчĕ пире. «Вĕлерес тĕллевпе «серепене» çаклатни пĕрре те çук, - хуравларĕ ăстаçă. - Чĕрри-сыввине йышăнмастпăр. «Эткер» - зоопарк е чĕр чун тытма ирĕк панă вольер мар. Эсир кунта мĕн курни пурте - вилерен. Чĕрĕ пекех туйăнаççĕ. Килĕшетĕр-и. Сăмахран, шурă тăманана - Шупашкар районĕнчи Ишлей станцийĕнчен, вăрман сăсарне Элĕк тăрăхĕнчен илсе килнĕ. Акарçăсем тилĕпе шур мулкач виллине сунар тапхăрĕ иртсен «парнелерĕç». Малтан тĕлĕнтĕм. «Чĕр чун тытмалли вăхăт тахçанах иртнĕ. Мĕншĕн вĕлертĕр.» - терĕм. Шарламарĕç. «Йышăнса юлмасан çырмана перетпĕр», - те чăнласах каларĕ пĕри. «Вилнĕскерсене чĕртсе тăратаймăн. Экспонат хатĕрлĕп», - тесе илсе юлтăм. Тăманана Красноармейски енри Упи ялĕн учителĕ килсе пачĕ. Çак кайăк кăвакала пулас диорамăра «Эткерĕн» ун чухнехи директорĕ Наталья Панченко тĕлĕкре курнă. Тепĕр кунне ирех унпа паллаштарчĕ те - сĕнÿпе сăмахсăрах килĕшрĕмĕр. Кăвакала варринех вырнаçтартăмăр. Аялта - Сăр карасĕ. Браконьерсем ăна, юхан шыв ейĕве кайсан кÿлленчĕке лексе юлнăскере, миххе чикнĕ чух 3-4 килограмран кая мар тайнă».

«Ун пек караса республикăра сайра тĕл пулатăн, - калаçăва хутшăнчĕ Н.Панченко. - Пĕррехинче пуçламăш класра вĕренекен ача, «Эпĕ - пулăçă. Анчах кун пек пысăккине тытман, - терĕ. - Эсир ăна юриех пысăклатса лартнă». Эпĕ пĕр самант аптраса тăтăм. Вара хăвăртрах, «Тен, музее эсĕ тытнă пеккинех илсе килнĕ. Вăл диорамăра çитĕнсе мăнтăрланнă», - терĕм. Тантăшĕсем вăлтса каланă сăмаха тĕрĕс ăнланчĕç».

«Заповедник инспекторĕсем пĕррехинче «Сăрçи» вăрманĕнче шăршланнă хир сыснин виллине тĕл пулнă, - аса илчĕ К.Арзамасцев. - Миххе чиксе Шупашкара çитрĕç. Унăн çывăхĕнче тăма йывăрччĕ. Сăмсана усал шăршă кÿ! перетчĕ. Пур пĕр кÿлепине сĕреплерĕм. Карăкпа ăсан амисем Атăл урлă вĕçсе каçнă та - пĕрремĕшĕ тĕп хулари Хусанкай керменĕ çумĕнчи нумай хутлă çурт кантăкне тăрăнса, тепри Çĕнĕ салари автостанцире йытă çăварне лексе пурнăçне вĕçленĕ. Акă юнашарах - пĕркĕт. 2001 çулта заповедникĕн хÿтĕлев лаптăкĕнче сунарçăсен капкăнне лекнĕскерĕн пĕр чĕрни çав самантрах татăлса ÿкнĕ. Унтан вĕçерĕнессишĕн виçĕ кун асапланнă. «Сăрçи» хуралĕ ăнсăртран асăрхасан сарлака çуначĕсене те çĕклеймен. Сĕрелтелерĕм те вырнаçтарса лартрăм. Пĕркĕт сĕмеки пур вĕт. Сунарçăсем персе антарнă уй ăмăрт кайăкне те ман пата çĕклесе килчĕç. «Çак мĕнле енлĕк.» - теççĕ. Эпĕ çăвара шыв сыпнă пек тăратăп... Пирĕн акарçăсен хальлĕхе çавнашкал шай».

Йăлăмри карăксен кĕлеткисем те куçа илĕртеççĕ. Пĕрремĕшĕ - Атăл карăкĕ. Вăл Чăваш Енре çеç йăх тăснине 1907 çулта С.Бутурлин профессор, орнитолог тĕпчев ирттерсе çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пачах тĕл пулман этелĕк пурăннă чух таврари кайăксене вертолетсен лапамĕнчен хăваласа хăратма пулăшнă. Хăшĕ-пĕри, паллах, ашпа тăранаканскерĕн çивĕч чĕрнисене çакланнă.

Музей пуянлăхĕпе «Сăрçи» тата «Эткер» ирттерекен олимпиада-конкурсра, шкул вăрманлăхĕсен республика слетĕнче тухăçлă усă кураççĕ. Ачасене экскурсие кашни районтан илсе килеççĕ. «Музей пĕлтерĕшĕ вĕренÿ ĕçĕнче питĕ пысăк, - терĕ «Сăрçи» директорĕ Евгений Осмелкин. - Шел те, ăна хупасшăн. Çут çанталăк тусĕсем ку шухăшпа килĕшмеççĕ. Музее упраса хăвармаллах».

Экспонатсемпе паллашнă хыççăн ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев çапла каларĕ, «Кун пек музей Чăваш Енре тек çук. Ыттинче чĕр чун тĕнчипе çыхăннă çакăн чухлĕ экспонат кăтартмаççĕ. Экологи пĕлĕвĕ парас ĕçри тÿпи курăмлă. Музей пуласлăхне тишкерсе çитес ăрусем валли упраса хăварассишĕн Министрсен Кабинечĕ шайĕнче тăрăшăпăр».

Юрий МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.