Комментари хушас

14 Раштав, 2013

Субсиди илеççĕ

ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх - кăçал, раштавăн 10-мĕшĕ тĕлне, патшалăхăн ял хуçалăхне пулăшмалли программисемпе килĕшÿллĕн хыснаран 2,2 млрд, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 1,4 млрд, республика хыснинчен 788 млн тенкĕ уйăрнă. «2013 çулта пирĕн аграрисем илекен субсиди 2,5 млрд тенкĕ - пĕлтĕрхинчен 17,5% нумайрах - пулĕ», - тенĕ министр.

Федераци хыснинчен республикăна куçарма пăхнă пĕтĕм кĕмĕлĕн 98,6 % вырăна çитнĕ ĕнтĕ. Танлаштарма, федерацин Атăлçи округĕнчи АПК илнĕ тÿпе вăтамран - 95,3, Раççейре вăл 94,5% танлашать. Чăваш Ен кăтартăвĕ Пенза облаçĕнчен /98,8%/ çеç пĕчĕкрех.

Çитес эрнесенче федераци бюджетĕнчен субсиди 157 млн тенкĕ çитмелле. Ăна мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем илнĕ инвестици кредичĕн процентне, страхламашкăн хывакан нухратăн пĕр пайне саплаштарма ярĕç.

Федерацирен иртнĕ уйăхăн 27-мĕшĕнче куçарнă 93,1 млн тенкĕрен юлнă 19,5 млн тенке хыснапа усă куракансем патне çак эрнере çитерĕç. Ăна мелиораци техники туянса тăкакланнин пĕр пайне саплаштарма парĕç.

С.СЕРЕГИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.